18 июня 2008 г.
Илемлĕ вырăна вырнаçнă Патăрьелĕнчи професси училищи. Район центрĕпе пыракан асфальтлă çул вĕренÿ çурчĕ патнех çитет. Йĕри-тавра симĕс курăк, йывăç-тĕм, çеçке çурнă чечексем ырă шăршă кăлараççĕ. Тирпейлĕх те лăпкăлăх хуçаланать кунта. Хăватлă техника шавĕ кан-сĕрлемест. Çăтмахăн пĕр кĕтесĕ тесен те йăнăшмастăп.
Професси училищинче 380 ача вĕренет. Вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларма мĕн кирли пурте пур. Кадрсем çителĕклĕ. База пуян. Тĕплĕнрех вĕренÿ условийĕсемпе унăн директорне Вячеслав Николаева паллаштарма ыйтрăмăр. Вячеслав Вениаминовича малтанах çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче хăш специальноçпа пĕлÿ пухма май пурри çинче чарăнса тăма сĕнтĕмĕр.
– Тăхăр класс пĕтернĕ ачасене вăтам пĕлÿ панипе пĕрлех ял хуçалăх производствин тракторист-машинисчĕ (В, С категориллĕ водитель удостоверениллĕ те пулаççĕ) пулма хатĕрлетпĕр. Виçĕ çул вĕренмелле. Повар, кондитер профессийĕ те пурнăçра кирлĕскерсем. Вĕренÿ вăхăчĕ çавăн чухлех.
Алăра аттестат пуррисене пĕрер çуллăха вĕренме килме йыхравлатпăр. Электронлă шутлав машинисен операторĕ, автомеханик, повар пулас ĕмĕтлисене чĕнетпĕр. Çавăн пекех апат-çимĕç лавккисен сутуçисем, контролер-кассир пулма вĕрентетпĕр.
Заявленисене кăçалхи июлĕн пĕрремĕшĕнчен йышăнма пуçлатпăр. Унпа пĕрле вĕреннине çирĕплетекен документ, медицина справки, паспорт копийĕ, 3х4 сантиметрлă 6 сăн ÿкерчĕк кирлĕ.
– Училище республикăри кăнтăр районсемшĕн ĕçлет тесен те тĕрĕсех пулас. Кÿршĕллĕ Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольскинчен йышлăн килеççĕ унта, Ульяновск облаçĕпе Шупашкар таранах чапĕ кайрĕ. Аякрисене пурăнма ăçта вырнаçтаратăр;
– Çакна та палăртма манар мар. Вĕренÿ – тÿлевсĕр. Унсăр пуçне хăтлă общежитине вырнаçтаратпăр. Пурăннăшăн тÿлемелле мар. Унта условисем çитеççĕ. Шыв кĕртнĕ. Канализаци ĕçлет. Çул çÿреме билет (проездной) илсе паратпăр. Кунне икĕ хутчен (каллех тÿлевсĕр) апатлантаратпăр. Столовăйĕнче пĕр харăсах 120-ĕн вырнаçма пулать.
– Квалификациллĕ кадрсем хатĕрлес ĕçре пуян вĕрентÿ хуçалăхĕ кирлĕ.
– База тĕреклĕ. Вĕрентÿ кабинечĕсене кирлĕ оборудованисемпе тивĕçтернĕ. Çĕнĕ йышши компьютерсем çителĕклĕ. Мультимедиапроектор пур. Методика кабинечĕсем илĕртÿллĕ. Электронлă вĕрентÿ кĕнекисемпе усă куратпăр. Пуян библиотека пур. Спортзал лайăх. Вĕрентÿ хуçалăхĕнчи çĕрпе ĕçлĕ практика илеççĕ. Мастерскойсем хăтлă. Техника çителĕклĕ.
– Хуçалăхсене тухса çÿренĕ май, училище выпускникĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине час-часах илтме пулать. Ĕçлĕ практикăсенче те кооперативсене каяççĕ-и вĕсем;
– Чулхулари “Ждановский” СПКпа туслă çыхăнура эпир. “Хозяйка-усадьбы” ушкăнра вĕренекенсене хапăлласах чĕнеççĕ унта. Çулленех килĕшÿ тăваççĕ. Вĕренсе тухнисене ĕçе вырнаçма условисем туса параççĕ. Хваттерпе тивĕçтереççĕ. Чылайăшне грамота парса чыс тăваççĕ. Хуçалăх администрацийĕ училищĕне спонсорла пулăшу та парса тăрать. Общежитинчи телевизорпа DVD те вĕсен парниех.
Районти хуçалăхĕнче кĕтеççĕ выпускниксене.
– Вĕренме нихăçан та кая юлмастăн теççĕ. Пурнăç улшăнса пынă май квалификацие улăштарас текенсем аслисем хушшинче те тупăнаççех.
– Çакна шута илсе тракторист-машиниста, повара, компьютера вĕренес, водитель пулас текенсен курсĕсене йĕркелесшĕн. Ку енĕпе халĕ те ĕçлетпĕр. Водительсен ушкăнĕсем удостоверени илсе пыраççĕ. Ĕç вырăнĕсем тупăнсах тăраççĕ вĕсемшĕн. Районти кашни виççĕмĕш таксист пирĕн выпускник тесен те йăнăшмастăп пулĕ. Е сутуçăсемпе кассирсенех илер. Саманине кура ĕç вырăнне улăштарнăскерсем вĕсем. Теори пĕлĕвне пирĕн патăрта илнĕскерсем.
– Хальхи пурнăçра ачасенчен чылайăшĕ училище пĕлĕвĕпе çеç çырлахасшăн мар.
– Малалла та вĕренме пултараççĕ. Вăрнарти ял хуçалăх техникумне экзаменсăрах йышăнаççĕ. Ку енĕпе килĕшÿ пур.
– Çамрăклăха выляса кулмасăр никамăн та ирттерес килмест. Канăва хаваслă йĕркелеме пулать-и;
– Çакă каччăсемпе хĕрсенчен хăйсенчен те ытларах килет. Училищĕре вĕренекенсем район, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнсах тăраççĕ. Техникумсен, колледжсен, училищĕсен общежитийĕсен хушшинче ирттернĕ конкурсĕнче çĕнтерсе тренажер илме тивĕçлĕ пулнă. Фольклор ушкăнĕ виççĕмĕш вырăна тухнă. Хор кружокĕ “Çамрăк талантсем – 2008” конкурсра призлă вырăн йышăннă. Агитбригада Президент суйлавĕ умĕнхи конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. “Юность большой Волги” фестивальтен те айккине юлмаççĕ. В.Портнова унта виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ, А.Медведев сертификат илчĕ. Автомеханика вĕренекен Д.Ванинпа Р.Халитов пĕчченшерĕн юрласа лауреат ячĕсене тивĕçрĕç. Э.Полякова сăвă вуласа пĕрремĕш вырăна тухрĕ.
Спорт хисепре училищĕре. Вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те футбол, волейбол вăййисене хутшăнса çĕнтерÿçĕсен шутĕнче тăраççĕ. Футболпа зонăри ăмăртура мала тухрĕç. Финалтине хутшăнма хатĕрленеççĕ. Республикăри училищĕсем хушшинче ирттерекен вăйăсенче вĕрентекенсем пиллĕкмĕш çул малти вырăнсене тытса тăраççĕ. Районта ял тăрăхĕн пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртусенче иккĕмĕш хут пĕрремĕш вырăна алăран ямаççĕ.
– Шкулта вĕренекен ача училище çинчен пĕлмессе те пултарать. Унта сукмак хывтарас тесе мĕн тăватпăр;
– Уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. Уяв концерчĕсем пулаççĕ. Конкурссене явăçтаратпăр. Шкулсенче профиллĕ вĕрентÿ илекенсем эрнере е икĕ-виçĕ эрнере пĕрер кун ятарласа училищĕне килеççĕ. Ку хутĕнче Шăмăршăсем пулчĕç. Куçпа курнине нимĕн те çитмест. Училище алăкĕсем кирек камшăн та уçă. Килĕр, паллашăр. Кунта сире кăмăлтан кĕтсе илеççĕ.
– Кадрсем çинчен сăмах пулмарĕ.
– Тава тивĕçлĕ ĕçченсем сахал мар. Раççей Федерацийĕнчи профессиллĕ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем – С.Алексеев, ПДД преподавателĕ В.Селиванов, О.Селенин, Н.Чинкин, аслă категориллĕ преподаватель В.Спиридонов, нумай çул ĕçлекен Г.Селенина, А.Сукорова, Г.Ильметова, Н.Хисаметдинова преподавательсем, директор çумĕ, аслă категориллĕ И.Рубцова, мастерсем тата ыттисем те вĕренекенсене тивĕçлĕ пĕлÿ парса ĕçе юрăхлă хатĕрлессишĕн тăрăшаççĕ.
– Хăш-пĕр ача ĕçре маттур, вĕренÿре юлхаврах. Çакăн пеккисем пурах ĕнтĕ сирĕн патăрта та.
– Кун пирки маларах та кăштах чарăнса тăнăччĕ. Пирĕн патăрта повара вĕренекенсене çур аки вăхăтĕнче хăш-пĕр ертÿçĕсем тархасласах ĕçлĕ практикăна яма ыйтса илчĕç. Чулхулари хуçалăхра та шанаççĕ вĕренекенсене. Кĕрхи ĕçсем хыççăн вĕсене çирĕплетсе панă техникисене урăх çынсене шанса лартман. Çур акинче хăйсенех илсе кайрĕç.
Ĕçлĕ практика илмешкĕн вырăнта та пулать. Тăватă МТЗ трактор, экскаватор, комбайн, автобус, çăмăл автомашинăсем пур.
40 гектар çĕрпе усă курать училище. 17,5 гектарне тĕш-тырă акса хăварнă. 1,5 гектар çĕр улми çитĕнтереççĕ. Çакăнта ÿстернĕ çимĕçпе усă курни те тÿлевсĕр апатлантарма май паратех.
Паян аслă пĕлÿ илнĕ юрист, педагог, экономист нумай. Вĕсем ĕçе вырнаçайманшăн пăшăрханаççĕ. Çакна районти центр специалисчĕсем те çирĕплетеççĕ, мĕншĕн тесен ĕçпе тивĕçтерекен организаципе тачă çыхăнура эпир. Ял хуçалăхне вара шăпах пирĕн патăрта вĕреннĕ специалистсем кирлĕ. Килĕр, кĕтетпĕр. Пĕлÿ илме аякка каймалла мар. Условисем тивĕçтереççĕ. Уйăхсерен стипенди паратпăр. Аçăр-аннĕршĕн те тăкакĕ сахалрах пулĕ. Малалла вĕренсе аслă пĕлÿ илес тесен те майсем çителĕклех. Пирĕн выпускниксемех Чăваш Патшалăх университечĕн Патăрьел филиалĕнче нумайăн вĕренеççĕ.
А.АСТРАХАНЦЕВА калаçнă.