21 июня 2008 г.
Çĕр ĕçченĕсем мĕн авалтанах çурхи хĕрÿ тапхăра вĕçлесен пĕрле пухăнса савăннă. Чăвашсемшĕн вăл акатуй, тутарсемшĕн сабантуй (суха туйĕ тесе куçать) пулнă. Çак ырă йăла ламран лама куçса пирĕн пата та çитнĕ. Эпир вара ăна ачасене, мăнуксене валли упраса хăварма тивĕç.
Районăн чи хастар ĕçченĕсем, Ленин ячĕллĕ агрофирмăн доярки Г.Французова тата “Исток” агрофирмăн тракторисчĕ Н.Тихонов, Р.Салихов спортсмен ялав хăпартнă хыççăн район пуçлăхĕ Н.Глухов Юхма тăрăхĕн ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.
Юлашки çулсенче район экономики тĕрекленме пуçлани куçкĕретех. Енчен те 2001 çулта республикăри районсем хушшинче Патăрьелсем 19-мĕш вырăн йышăннă пулсан, 2007 çулта – 4-мĕш. Организацисен таварçаврăнăшĕ – 34, уйăхри вăтам ĕç укçи 30 процент ÿснĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнес сферинче 56,5 миллион тенкĕлĕх тавар туса илнĕ. Уйрăмах Р.Абдулвалеев, З.Петрова, Л.Владимирова тата ытти предпринимательсем тăрăшса ĕçленĕ.
Республикăра пĕчĕк предпринимательствăна аталантарассипе йĕркеленĕ конкурсра район 470 пин тенкĕ выляса илнĕ.
Кăçалхи çурхи ĕçсене мĕнле пурнăçлани чуна савăнтарать. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене – 13233 гектар, пахча çимĕç – 169 гектар акнă, çĕр улми 1650 гектар лартнă. Ку вăл пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах. Пĕрремĕш çул пысăк рентабельлĕ культурăсем, рапс тата соя никĕсе хывнă.
Ятарлă комисси районти хуçалăхсенче ака мĕнле иртнине пахаланă хыççăн çĕрпе ĕçлесси лайăхланнине палăртнă. “Малалла” (ертÿçĕ – М.Петров), “Исток” (А.Илюткин), “Красное знамя” (П.Никифоров), Ленин ячĕллĕ (Ю.Попов), “Труд” (Н.Михайлов), “Звезда” (В.Кузнецов), “Первомайск” (М.Петров), “Батыревский” (П.Ялуков) хуçалăхсем яваплă тапхăра пысăк шайра ирттернĕ.
Халь хирсенче ÿсен-тăрана апатлантарасси тата кĕрхи культурăсене акса хăварма çĕр хатĕрлесси пырать. Выльăх апатне те янтăлама пуçланă.
Çур аки, вырма мĕнле иртесси трактор-машинăран та нумай килет. Пĕлтĕр 55 ял хуçалăх техники, 64 миллионлăх илнĕ. Кăçал та 50 единица, 65 миллион тенкĕлĕх туянма планланă.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çине те район тимлĕх ытларах уйăрать. Фермăсене çĕнетме, реконструкцилеме 54,5 миллион тенкĕ кредит уйăрнă. 2006 çултанпа уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем 482 миллион тенкĕ çăмăллатнă кредит илнĕ, 2008 çулта – 81 миллион тенкĕ.
Патшалăх пулăшĕвĕпе тĕллевлĕ усă курни выльăх-чĕрлĕх йышне хуçалăхсенче те, уйрăм çуртпа пурăнакансенче те ÿстерме май пачĕ. Çакă продукци туса илнĕ çĕрте лайăх курăнать.
Патăрьел районĕ юлашки çулсенче пысăк строительство лаптăкĕ евĕрех туйăнать.
Паян Патăрьелĕнчи тата Сăкăтри культура керменĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Районти тĕп больницăн çĕнĕ корпусне хăтлăх кĕртессипе, çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтерессипе те ĕçлеççĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Патăрьелĕнче стадион хута каймалла. Шăнкăртамра 400 ача вырнаçмалăх шкула ача сачĕпе пĕрле тăвас ыйтăва та татнă.
Çĕнĕ урамсене электрификацилессипе те тимлеççĕ. Халĕ Кĕçĕн Арапуçĕнче, Йăлăмра, Татмăшра, Турханта ку проблема татăлса пырать.
Ялсенче çул çукки чылай чухне чăрмав кÿрет. Урамсене вак чул сарассипе те сахал мар ĕç тунă. 2007 çулта 29,8 çухрăм сарнă. Республика кунĕ тĕлне “Первомайск-Ишлĕ-Люля” автоçула хута яма палăртнă. Малашне 56 яла та район центрĕпе лайăх çулпа çыхăнтарма планланă.
“2010 çулччен яла аталантарасси” тĕллевлĕ программăпа 5 çул хушшинче çурт-йĕр çавăрма тата туянма 190 çемьене каялла памалла мар субсиди панă. Вăл шутра 50 çамрăк специалист çак çăмăллăхпа усă курнă.
Çулталăк пуçланнăранпа 4752 тăваткал метр пурăнмалли çурт тунă, 34 уйрăм хуçалăх çурт хăпартнă, 3 çамрăк çемье каялла тавăрса памалла мар субсиди илнĕ, пĕри – пурăнмалли кĕтес туянма сертификат.
Район тунă çитĕнÿсемпе кăна лăпланмасть. Хальхи вăхăтра та нумай хваттерлĕ виçĕ çурт çĕкленет.
Кашни çулах Акатуй-Сабантуй уявĕнче ĕçре хастаррисене палăртса хăвараççĕ. Кăçал та район пуçлăхĕ Н.Глухов 2007 çулхи экономика кăтартăвĕсемпе мала тухнă ял хуçалăх предприятийĕсене ăшшăн саламларĕ, диплом тата парне парса хавхалантарчĕ. Чи малтисен шутĕнче – Ленин ячĕллĕ агрофирма, “Звезда” кооператив, “Батыревский” хупă акционерла пĕрлешÿ. Предприятисемпе организацисен хушшинче “Шыгырданы” суту-илÿ компанийĕ хисепе тивĕçнĕ.
Уявра парнесемпе дипломсем, Хисеп хучĕсем нумай пулчĕç. Акă, Раççей Перекет банкĕн 8613 номерлĕ Чăваш уйрăмĕн управляющи çумĕ Л.Ефимова тата Перекет банкĕн 4440 номерлĕ Патăрьел уйрăмĕн управляющийĕ М.Ямалиев хăйсемпе тачă çыхăну тытакан “Булат” пĕрлешĕвĕн, “Исток” агрофирмăн ертÿçисене, П.Суханов предпринимателе, уйрăм хуçалăхпа пурăнакан В.Матросова диплом пачĕç.
“Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи” ята тивĕçнĕ çынсемшĕн те 57-мĕш хут иртекен Акатуй-Сабантуй яланлăхах асра юлĕ. Вĕсене те сцена çинче чысларĕç.