21 июня 2008 г.
Патăрьел Акатуйне-Сабантуйне нумайăшĕ лашасем чупнине курма килеççĕ тесех каламалла. Юланутçăсемпе урхамахçăсем кăçал та куракансен кăмăлне тупма пултарчĕç.
Малтанах ĕçлекен лашасем чупрĕç. 13 юланутçă хутшăнчĕ унта. Пĕрремĕш вырăна А.Хамбиков “Идеал” лашипе йышăнчĕ. Унăн тепĕр лаши “Эклипс” иккĕмĕш вырăнта. “Первомайск” хуçалăхăн “Изюмĕ” виççĕмĕшĕнче.
Çурма ăратлă лашасен ăмăртăвĕнче каллех А.Хамбиковăн “Корони” мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта В.Казаковăн “Гектор-2” лаши, виççĕмĕшĕнче А.Хамбиковăн “Гарсия” кĕсри.
Халăхăн кĕтес пултарулăхĕ, “чирлес” туйăмĕ урхамахсен ăмăртăвĕ тĕлне тата хăватланчĕ. Сăлтавĕ те пур: Чăваш Енри нумай районсенчен, Тутарстанран, Ульяновскран килнĕ Патăрьелсен уявне. 26 урхамах çырчĕç списока тÿресем.
Малтанхи чупусем тăрăх чи лайăх вăхăт кăтартнă 5 урхамаха палăртрĕç. Финалти тупăшура Шăмăршăри А.Максимовăн М.Файзуллин тытса пыракан “Размен” ăйăрĕ мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта И.Бакурина тытса пыракан “Влада” (хуçи – Н.Ванеркин), виççĕмĕшĕнче В.Краснов тытса пыракан “Сахалин” (хуçи – В.Антонов).
Лăплантаракан призшăн та пулчĕ ăмăрту. Кунта Пăвари “ВАМИН” акционер пĕрлешĕвĕн “Пульманĕ” (урхамахçи – И.Галимзянов) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче А.Каргин тытса пыракан “Кришна”, виççĕмĕшĕнче – “Алладин” (урхамахçи М.Тухветуллов).
Паллах, нихăш лаша та парнесĕр юлмарĕ.
Ытти тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем хушшинче автомашина тĕртессипе, пăрçа миххипе ларса тăрассине палăртмалла. Унта 6 çын хăйсен вăйне кăтартрĕç. Малти вырăнсене Р.Абдрахманов, Ф.Тимербулатов, А.Минин йышăнчĕç.
100 килограмлă пăрçа миххине йăтса ларса тăрасси кăçал çĕнĕлĕх пулчĕ. Çапах та хăюллисем кунта та самаях тупăнчĕç. Кунта Р.Валиулловпа Ю.Томатов пултаруллăрах пулчĕç.
Спорт ăмăртăвĕсенче палăрнисем хаклă парнесене тивĕçрĕç. А.АЛЕКСЕЕВ.