27 июня 2008 г.
пынипе делегаци Муркаш тăрăхне çитсе курнă. Вĕсем историпе краеведени музейĕпе, “Сывлăх” физкультурăпа спорт комплексĕпе паллашнă, район администрацийĕнче тĕл пулу ирттернĕ.
Пирĕн район урхамахĕсем кунти ăмăртусене хутшăннă. Алексейпе Валерий ывăлĕсемпе пĕрлех 80 çулти Якур Краснов, Николайпа Александр ывăлĕсемпе пĕрлех Алексей Пыркин, ашшĕпе ывăлĕ Кошкинсем, Анатолий Каргин, Минсур Тухфетуллов тытса пыракан лашасем хитре чупăвĕпе ипподрома пухăннисене савăнтарнă.
Первомайскинчи “Шуçăм” тата Çĕньялти “Илем” фольклор ансамблĕсен юрри-ташшине Шупашкар çыннисем курса киленнĕ. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи “Евгения” ташă ушкăнĕпе Шăнкăртамри культура çурчĕ çумĕнчи “Йолдызлык” ушкăнĕ республикăри ачасемпе çамрăксен коллективĕсен “Здравствуй, Мир!”, Первомайскинчи Верликовсен çемйи республикăри “Я, ты, он, она, вместе – дружная семья” фестивалĕн гала-концер-чĕсене хутшăннă.
А.ИВАНОВ.