27 июня 2008 г.
Уяв тĕпрен илсен виçĕ çĕрте: Йĕпреç, Муркаш тăрăхĕсенче тата Шупашкар хулинче иртрĕ.
Йĕпреç
Çак куна чылайранпа кĕтнĕ Йĕпреçпе Канаш районĕсем чикĕленекен çĕрте вырнаçнă Çĕнĕ Кĕлĕмкассинче пурăнакансем. Пирĕн республика автономийĕпе пĕр вăхăтра “çуралнă” ял хăйĕн историйĕнче кăçалхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче нихăçан манăçми страница çырăнса юлнипе чăннипех мăнаçланĕ ÿлĕмрен. Республика кунĕн мероприятийĕпе килĕшÿллĕн “Чăвашавтодорăн” Йĕпреçри уйрăмĕн ĕçченĕсем уяв умĕн ку яла шанчăклă такăр çулпа çыхăнтарчĕç. Çавна май 30 киллĕ ялти çынсен савăнăçне пĕрле пайлас тĕллевпе вĕсем патне ЧР Президенчĕ тата унпа пĕрле çÿрекен ушкăн килсе çитрĕç. Николай Васильевичăн мăшăрĕ Светлана Юрьевна та килме вăхăт тупнă.
Çĕнĕ Кĕлĕмкассипе юнашарти Савкка ялĕ çумĕнчи ешĕл улăх варрине икĕ вертолет анса ларчĕç. Вĕсенчен пĕрне Раççей Геройĕ, РФ Хăрушсăрлăх службин авиаци управленийĕн пуçлăхĕ, пирĕн ентеш Н.Ф.Гаврилов тытса пынă-мĕн. Президентпа пĕрле килнĕ ушкăнра – çĕр-шывĕпех паллă çынсем. Вĕсен хушшинче – РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Н.М.Бударинпа П.В.Семенов, Тюмень облаçĕнчи Нефтеюганск хулин мэрĕ, пирĕн ентеш В.Н.Семенов тата ыттисем те. Çак ялта ирттернĕ савăнăçлă митингра сăмах каланă май ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров тăван республикăри пур яла та кăçал такăр çулсемпе çыхăнтарас ĕç вĕçленесси çинчен пĕлтерчĕ. Ку енчен илсен Çĕнĕ Кĕмĕлкассинчи çынсен шăпи телейлĕ пулчĕ: ара, вĕсем Президентăн тĕллевлĕ программи ĕçре çирĕпленнине хăйсен куçĕпе курса ĕненме пултарчĕç-çке. Малашне çынсем Йĕпреçе те, Канаша та, ытти çĕре те пĕр чăрмавсăрах тухса çÿрĕç.
Савăнăçлă митингра çавăн пекех район пуçлăхĕ А.И.Петров, “Чăвашавтодор” ПУП генеральнăй директорĕ В.М.Осипов сăмах каларĕç. “Чăваш халăхĕ тĕлĕнмелле ĕçчен пулни сисĕнет”, – терĕ хаклă хăнасенчен пĕри, Раççей халăх артисчĕ, “Поле чудес” кăларăм ертÿçи Л. А.Якубович.
Митингра Йĕпреç тăрăхĕнчи çул-йĕр ăстисен ячĕпе ăшă сăмах чылай пулчĕ. Вĕсем кăçал Республика кунне Йĕпреç çĕрĕ çинче кĕтсе илме хатĕрленнĕ май уйрăмах пысăк тăрăшулăх кăтартнă, çулталăк пуçланнăранпа 300 млн., юлашки уйăхра кăна 130 млн. тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă.
Республика кунне паллă тăвассипе çыхăннă уяв Йĕпреç тăрăхĕнче Çĕнĕ Кĕлĕмкассипе Савкка ялĕсем хушшинчи улăхра пуçланчĕ. Сăнарлăн каласан, ку пысăк та чаплă уявăн прологĕ пулчĕ. Çак вырăнтан ЧР Президенчĕ тата пĕрле килнĕ ушкăн Пучинке ялне – “Камай уйĕн урхамахĕсем” турнирăн тĕп центрне – çул тытрĕç. Кунта куç ытамне кĕми тем анлăш ем-ешĕл улăхра хреçчен лашисен ăмăртăвĕпе пĕрлех республикăри ял тăрăхĕсен командисен иккĕмĕш спартакиади иртрĕ.
Шупашкар
Наци библиотекин пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл – патшалăхăн кĕнеке упранакан тĕп вырăнĕ (фондра 2 миллион кĕнеке), республикăри 615 вулавăшăн координаци центрĕ. Çулсерен кунта 54 пине яхăн çын килет, 1, 2 миллиона яхăн кĕнеке вулакан аллине лекет.
Библиотекăна 2006 çулăн IV кварталĕнче юсаса çĕнетме тытăннă. Ĕç кал-кал пырать. Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Наци библиотекин пирвайхи реконструкцийĕн презентацийĕ пулчĕ. Унта ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров, ЧР Культура министрĕ Р.М.Лизакова тата ыттисем те хутшăнчĕç.
И.Я.Яковлев палăкĕ умне чечексем хунă хыççăн хăнасем юсаса çĕнетнĕ вулавăша кĕчĕç. Наци библиотеки Б.Н.Ельцин ячĕллĕ Президент библиотекин федерацин Атăлçи округĕн представителĕ пулма хатĕр.
Президент çурта юсаса çĕнетес ĕçре вăй хунисене тав турĕ. Наци библиотекине официаллă кăларăмсене çырăнса илме 64 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕ.
Çĕнĕ журнал
“Партнеры 21” – çапла ят панă Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕ хăйĕн инвестици майĕсем çинчен каласа паракан журналне. Унăн 1-мĕш номерĕ çак кунсенче Шупашкарта ĕçлекен “Регионсем – чикесĕр ĕçтешлĕх” курав тĕлне кун çути курчĕ. Çĕнĕ журналăн презентацийĕ те иртнĕ шăматкун курав залĕнчех пулчĕ.
Паллах, журналистсене журнал ятĕнчи “21” интереслентерчĕ. Мĕне пĕлтерет; Перекет банкĕн Атăл-Вятка банкĕн правленийĕн председателĕн çумĕ – Чăваш уйрăмĕн управляющийĕ Вячеслав Александров палăртнă тăрăх, пĕрремĕшĕнчен, ХХI ĕмĕрте пурăнатпăр, иккĕмĕшĕнчен, ку – пирĕн регион номерĕ, çавăнпа та “21” – Чăваш Еншĕн уйрăмах çывăх хисеп, Вячеслав Николаевич журнал Перекет банкĕпе туслă çыхăну тытас кăмăллă предприятисене, предпринимательсене пысăк пулăшу кÿрессе шанать.