27 июня 2008 г.
ГИБДД инспекторĕсен июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа водитель урă е ÿсĕр пулнине çул çинчех палăртмалли право пулать. Çакă Çул-йĕр правилисенчи улшăнусенчен килет. Вĕсем иккĕ: урă е ÿсĕр пулнине палăртасси тата страховани калăпăшне милици сотрудникĕсĕр çырасси.
Инспекторсене малашне ятарлă прибор – алкотестер параççĕ. Вĕсене сертификациленĕ, унти результата хут çине кăларма пулать. Енчен те водитель прибор кăтартăвĕпе килĕшмесен, унăн медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалли право сыхланса юлать.
Инспектор водитель ÿсĕррипе уррине мĕнле ăнланать-ха; Июлĕн 1-мĕшĕнчен Административлă кодекса та улшăнусем кĕртеççĕ. Унта норма 0,3 промилле. Енчен те эсир сывласа кăларнă сывлăшра 0,299 промилле пулсан – эсир урă, 0,3 – эсир ÿсĕр. Енчен те водитель çакăнпа килĕшсен, инспектор вырăнтах протокол çырать. Çапла вара медучрежденисене çÿресси, тĕрлĕ çĕрте черет тăрасси пулмасть. Айăплав виçи пирки унчченхи пекех суд йышăну кăларать.
Çул-йĕр правилисенче декабрĕн 1-мĕшĕнчен тепĕр çĕнĕ пункт хушăнать. Ку вăл – авари пирки çырассине çăмăллатни. Сăмахран, аварире икĕ автомобиль сиенленнĕ, аманнисем çук тăк, иккĕшĕн те ОСАГО полисĕ пулсан, кам айăплине тата тăкак суммине шырамасан, ГИБДД сотрудникĕ кирлĕ мар. Авари пулни çинчен извещени бланкĕсене çырса тултармалла та страхланă компание тăратмалла. Кун пек чухне страховка укçине 25 пин тенкĕрен ытла тÿлемеççĕ.
Т.БОРИСОВА, ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.