27 июня 2008 г.
“Темиçе çул каярах 700 çынччĕ ялта. Халĕ икçĕрĕн пурăнатпăр. 30 пушă çурт. Вĕсенчен çуррине паян-ыран кĕрсе пурăнма кăмăллă. Хамăр касра çеç 17 ачаччĕ. Ватти-вĕтти вунпĕрĕн юлтăмăр”, пăшăрханса калаçать редакцине Ишлĕрен килнĕ И.Ерофеев.
Тепĕр ял çинчен тĕслĕх илсе кăтартни те вырăнлă пулас. 25 çултан иртнĕ 47 хусах пурăнать унта. (Пÿрне хуçса шутлама ÿркенменнисем те тупăнаççĕ). Çав вăхăтрах вара шкулти ача шучĕ çулсерен чакать.
Районти демографин хăш-пĕр уйăхри кăтартăвне илни те вилекенсен шучĕ çуралаканнисенчен ытларах пулнине çирĕплетет. Никам та çĕр çине ĕмĕр-ĕмĕр вилĕмсĕр пурăнмалăх килмест. Анчах чылайăшĕн пурнăçĕ ĕçке пула кĕскелет. Хальхи ăру çак сăлтавпа нумай пĕтет.
Вăхăтра авланса çемье çавăрайманнисем те пурнăç интересне черккере кураççĕ. Хăйсемпе пĕр çулти хĕрĕсем качча тухнă. Çамрăкраххисем çулланнисене тиркеççĕ. Ун пек чухне ялсенче ăçтан çын шучĕ ÿстĕр. 47 хусах çемьеллĕ пулса пĕрер ача çеç çуратнă пулсан та шкулта вĕренекенсен класĕсене туллирех комплектлă йĕркеленĕ пулĕччĕç.
Ĕçкĕ пурне те пăсать, юлхавлантарать. Ĕç çукки тĕллевсĕр пурăнма май парать. Пысăк укçа ĕçлесе илме каякансем те çак çулпах пыраççĕ. Яла таврăнсан уйрăм çын е райпо лавккисем çумĕнчен хăпма пĕлмеççĕ. Тарпа пуçтарнă укçана çийĕнчех салатма пăхаççĕ.
Çамрăкки те, ватти те ĕçкĕ енне сулăнни сахал мар, лавккасем вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлеççĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпе уçă кафе-барсем пур. Культура çурчĕ ĕçлемен, канăва йĕркелеме пĕлмен ялсенчи çамрăксем утаççĕ вĕсене. Çăмăл музыкине ярса параççĕ. Ачаранах çуралнă кунсем тăвасси йăлана кĕчĕ. Аслашшĕ-асламăш пенсийĕ пур. Хуйхă пулсан та, савăнăç çитсен те, уяв çывхарсан та, япала туянсан та алла черкке тытма васкаççĕ. Лавккари хаклăран, вăрттăн сутаканран илнĕ шĕвексенех ăша яраççĕ. Вăл сывлăхшăн сиенлĕ пулнине те шута хумаççĕ. Çак сăлтавпа пурнăçран уйрăлнă тĕслĕх те сахал мар.
Алла тытнă черкке çын ĕмĕрне кĕскететех. Çакна шута илесчĕ çамрăккин, çитĕннин, ваттин.
А.ИВАНОВА.