27 июня 2008 г.
Тури Чакăра пурăнакан Варвара Дмитриевна Бахмисова саккăрмĕш теçеткерен иртнĕ пулсан та пĕр çырăнтару кампанийĕнче те хаçат-журнал çырăнмасăр юлмасть. “Авангард” хаçата та кашни юнкунпа шăматкун чăтăмсăррăн кĕтет.
Аслă Чемен шкулĕнче 31 çул математика вĕрентрĕм. Мăшăрăм, Никандр Васильевич, ачасене физикăна алла илме пулăшрĕ. Ĕçленĕ вăхăтра вĕрентÿ пособийĕсене тата ытти журналсене те илсе тăнă. Халĕ чылайăшĕ килсе тăмасть, анчах район хаçачĕсĕр пĕр çул та юлман. “Авангарда” хăçан çырăнма пуçланине те ас тумастăп. Упăшкапа иксĕмĕр унăн кашни страницине “шĕкĕлчетпĕр”. Паллакан, пĕлекен çынсем пирки кăларнă материалсене вуласа савăнатпăр, район хыпарĕсене те хаçат урлах пĕлетпĕр. Тепĕр çур çул валли те çырăнтăмăр. Куç курнă чухне “Авангардсăр” юлмастпăрах, – тет вăл.
О.ПАВЛОВА.