АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

02 июля 2008 г.

Нумай пулмасть çеç “Хĕвеллĕ” уçланкăра районăн маттур ывăл-хĕрĕсем Акатуй-Сабантуйра кăмăлтан савăнчĕç. Хальхинче çак юмахри евĕр илемлĕ вырăна налукçăсем йышăнчĕç. Республикăри налук органĕн ĕçченĕсен юрăпа спорт уявне йышлăн пуçтарăнчĕç. Уяв – фестивале пине яхăн çын хутшăнчĕ. Хĕвеллĕ те кăмăллă çанталăкра “Хĕвеллĕ” уçланкă ир пуçласа мĕн каçченех хаваслă юрă-ташă, вăйă-кулă сассипе янăраса тăчĕ, унăн ахрăмĕ вăрман çийĕн аякка-аякка саланчĕ...

Республикăри налукçăсен юрăпа ташă, спорт, кану уявĕ кăçал иккĕмĕш хут иртрĕ. Малтанхине вĕсем Муркаш çĕрĕ çинче йĕркеленĕ. Хальхинче вара хăна-вĕрлене ялан хапăл тăвакан Юхма тăрăхне суйласа илнĕ. Асатте-асаннесен йăли-йĕркисене тĕпе хурса хаклă хăнасене чăвашсен хисеплĕ кăпăклă сăрипе, кăпăшка çавра çăкăрĕпе кĕтсе илчĕç. Налук органĕн çăмăл мар ĕçĕнче ят-сум, чыс, хисеп çĕнсе илнĕ ĕçченсене Раççей Федерацийĕн патшалăх ялавне хăпартма ирĕк панă хыççăн Чăваш Республикин налук службин управленийĕн ертÿçи А.Дергачев канупа спорт уявĕ пуçланни çинчен пĕлтерчĕ, кĕскен хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

– Çĕр-шыв тата республика пурнăçĕнче налук органĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пиртен экономика тĕреклĕхĕ, патшалăх çирĕплĕхĕ, граждансен малашлăхĕ килет. Чăваш Республикинчи налук органĕсем федераллă налук служби, республика Правительстви лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласа пыраççĕ. Кăçалхи пилĕк уйăхра налукçăсен органĕсем иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан тĕрлĕрен тÿлевсем пуçтарассине 120 процент пурнăçланă. Тĕрлĕрен тĕрĕслев хыççăн 700 миллион тенкĕ укçа куçарнă. Çапах та эпир хамăр ĕçе лайăхлатас тĕлĕшпе тăтăшах хальхи информаци технологийĕсене усă курма, налук тÿлекенсене конституци тивĕçне пурнăçлама кирлĕ услови туса пама тăрăшатпăр, – терĕ Аркадий Аверкиевич уява пуçтарăннисене саламланă май.

Малалла налук инспекцийĕн ĕçченĕсене культурăллă кану уявĕпе район пуçлăхĕ Н.Глухов ăшă сăмахсем каларĕ, район бюджетне пуянлатас, халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас ĕçре инспекци ĕçченĕсем пысăк пулăшу панăшăн тав турĕ. Республикăри налук органĕн работникĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ Ю. Семенов хăйĕн салам сăмахĕнче çак куна “пурнăç уявĕ” тесе хак пачĕ.

Уявăн чыслав пайĕ вĕçленнĕ хыççăн аслă сценăна районсенчен килнĕ налук инспекцийĕн артис-чĕсем пĕрин хыççăн тепри черетлесе йышăнчĕç. Çак тапхăртах волейболпа футбол площадкисенче çивĕч ăмăртусем пычĕç. Чăн ăста спортсменсем евĕр тупăшрĕç вĕсем. Волейболпа футбол вăййисенче Канашсем ытларах тĕлĕнтерчĕç. Урхамахсем чупнине (А.Каргин пĕрремĕш тухрĕ), ытти вăйăсене те пăхма кăмăллă пулчĕ.

– Тепре тĕл пуличчен, – терĕç уява пуçтарăннă ĕçтешсем пĕр-пĕринпе Патăрьел çĕрĕ çинче сыв пуллашнă май.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика