02 июля 2008 г.
Ачасем – пирĕн пуласлăх, çĕр-шыв пуласлăхĕ. Эпир вĕсемшĕн ĕçлетпĕр, пурăнатпăр. Кашни çемьерех ачасене мĕн пĕчĕкрен ырă кăмăллă, сăпайлă, ĕçчен пулма, ваттисене хисеплеме, çĕр-шыва юратма вĕрентетпĕр. Вĕсене лайăх, савăнăçлă пултăр тесе нумай ĕç туса ирттеретпĕр. Ку хутĕнче те Аслă Чементи “Айдуш” уçланки ача-пăча сассипе тулчĕ. Чи малтанах шкул ертÿçи Л.Иванова, унăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Н.Зотова, Ю.Мартынова социаллă педагог ачасене саламларĕç. Юлия Михайловна “Ырă ĕç тума васка” акцие хастар хутшăннисене грамотăсем парса чыс турĕ. Унтан сцена çинче художествăлла номерсем кăтартрĕç. Çавăн пекех пурте пĕрле телейлĕ ачалăх, çулла, тăван çĕр-шыв, атте-анне çинчен юрларĕç, сăвăсем вуларĕç. Унтан хуран яшки пĕçерсе çирĕç.
Н.КОШЕЛЕВА.