02 июля 2008 г.
Юлашки вăхăтра районта ултав çулĕ çине тăнă çынсем йышлансах пыраççĕ. Хăйсене усă тăвассишĕн вĕсем тĕрлĕрен меслетпе усă кураççĕ. Ултавçăсем пĕр-пĕр çыннăн шанăçне кĕрсе ют пурлăха вăрлаççĕ е хăйсем кам пулнине ĕнентерекен документ кăтартса çынна хăйсем майлă çавăраççĕ.
Чылай чухне çул çинче, автовокзалта, çынсем йышлă çÿрекен вырăнта паспорта е ытти ĕнентерекен документсене çухатаççĕ е вĕсене кĕсьеренех вăрттăн кăларттарса илеççĕ. Документсем, паллах, кашнийĕ пĕлтерĕшлĕ, хăй вырăнĕнче тĕллевлĕ усă курма кирлĕ. Вĕсенчен паспорт вара кашни гражданина кирлĕ документ. Унпа тĕрлĕрен пысăк ĕçсем, килĕшÿсем тунă чухне, банк урлă ссуда, кредит илнĕ чухне усă кураççĕ.
Нумай пулмасть милици органĕн ĕçченĕсем ултавçăсен ячĕсемпе уголовлă ĕçсем пуçарнă. Пĕр ултавçă çухатнă паспортпа усă курса банк урлă 21 пин тенкĕ тăракан кĕпе çăвакан машина, тепри вара 60 пин тенкĕлĕх кил хуçалăхра усă куракан приборсем туяннă. Çак пуçтахсем çын аллипе кăвар туртасшăн пулнă-тăр. Çавăнпах ĕнтĕ çакскерсем банк урлă илнĕ кредит укçисене çухатнă паспорт хуçисем тÿлессе шаннă. Хура ĕç тăвакансен ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймен, çывăх вăхăтра вĕсен судра явап тытма тивĕ.
Ю.ФУРАЖНИКОВ, район прокурорĕ.