АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанчăклă хурал – шанчăклă пурнăç

02 июля 2008 г.

Район территоринче тĕрлĕрен ĕç объекчĕ, суту-илÿ точкисем пур. Талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те вăрă-хурах, пуçтахсен аллисене ан çакланччăр тесе вĕсенчен чылайăшне районти централизациленĕ хурал пункчĕпе çыхăнтарнă. Унчченхилле каласан ведомствăна пăхăнман хурал райшалĕçпайне пăхăнса тăнă, 2005 çултанпа вара вăл Канаш хули çинче шутланса тăрать. Çапах та район территорийĕнче вырнаçнă централизациленĕ хурал пункчĕ паян мĕнлерех ĕçлесе пырать-ши;

– Коллектив пирĕн пысăк мар, çирĕпленсе çитнĕ тесе шанчăклах калама пулать. Ушкăнта çичĕ милиционер, икĕ офицер. Унсăр пуçне пультра ĕçлекенсем тăваттăн: Г.Лепешкина, И.Тарасова, Е.Плешкова, Л.Портнова. Унчченхипе танлаштарсан хурал ĕçченĕсен ĕçĕ самай ансатланчĕ. Хамăра пăхăнса тăракан объектсене пурне те компьютерпа çеç сăнаса ларатпăр. Вăрă-хурахпа çыхăннă хăрушлăх сиксе тухсан виçĕ минутранах милиционерсем объекта çитеççĕ, – кĕскен паллаштарчĕ хăйсен ĕçĕпе хурал пункчĕн начальникĕ В.Мышов.

Паянхи куна Патăрьелĕнчи ПЦО 66 тĕрлĕрен объекта, тăватă çурта хăй “хÿтлĕхне” илнĕ. Хурала шанакансем çулсеренех ÿссе пыраççĕ. Тĕрĕссипе чăнах та хăвăн пурлăхна, çурт-йĕрне ятарлă çынсен аллине шанса пани питĕ меллĕ. Уйăхне 250 тенкĕ тÿлесен, темĕн вăхăтлăха та çурт-йĕрне питĕрсе пĕр шухăщсăр тухса кайма пултаратăн. Суткипех тĕлĕрмен милицисем кирек хăш вăхăтра та инкеке парăнтарма хатĕр.

Асăннă хурал ĕçченĕсем хальхи вăхăтра райпо çуртĕнче вырнаçнă. Хăйсен уйрăм кĕтес пулманни, паллах, пăшăрхантарать. Вĕсене пăхăнса тăракан объектсенчи сигнализацисем “сухалланни” те шухăшлаттарать. Йĕрки тăрăх вĕсене сакăр çул хыççăн улăштармалла. Паян вара 25-шер çул çав сигнализаципе ĕçлекен суту-илÿ точкисем те пур-мĕн. Çакă, паллах, хурал ĕçченĕсемшĕн пысăк теветкеллĕх, хăрушлăх та.

Патăрьелĕнчи централизациленĕ хурал пункчĕ республикăра кăтартуллисен шутĕнче. Çулсеренех вĕсем профессилле ăсталăха кăтартакан конкурсра малтисен йышĕнче палăраççĕ. Çакă, паллах, коллектив шанчăклă, ĕçченсем опытлă пулнинчен ытларах килет.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика