05 июля 2008 г.
Ишлĕри Исак Прокопьевпа унăн мăшăрĕ Фекла Чĕмпĕр шкулĕнче ĕлĕкхи вăрçăччен 2 çул ытларах ĕçлесе пурăннă.
Исак Прокопьевич 1920 çулта тифпа чирлесе вилнĕ. Мăшăрĕ 70-мĕш çулсенче çĕре кĕнĕ. Вулакансене унăн аса илĕвĕсемпе паллаштарасшăн:
«Иван Яковлев кĕрнеклĕ, сарлака хул-çурăмлă çынччĕ. Пĕвĕпе çÿллех марччĕ. Çÿçĕсем шап-шурăччĕ. Вăл яланах ал туйипе çÿретчĕ. Нихăçан та хытă калаçмастчĕ. Анчах сăмахĕсем виçеллĕ те вырăнлăччĕ. Хăш-пĕр айăпсемшĕн хытах асăрхаттаратчĕ. Шкулта тĕрĕс те çирĕп йĕркеччĕ. Вĕренекенсене Иван Яковлевич: “Пурнан пурнăç пăрăнăçсăр пулмасть, сире вăл тĕрлĕ енчен çаптарĕ”, – тетчĕ.
Ачасем хăйсене аван тытатчĕç, воспитани çаплаччĕ. Вĕренекенсем пирус туртман, эрех ĕçмен. Ĕçкĕ усал япала иккенне асăрхаттарсах тăратчĕ, тĕслĕхсем илсе кăтартатчĕ.
Шкулта вĕренекенсем урай çума, кăмака хутма, юр, туалет тасатма пулăшатчĕç. Вутă илсе килсен те шаршаланса хуратчĕç.
Вĕренекенсене апат питĕ лайăх çитеретчĕç. Эпир тĕлĕнеттĕмĕр: Иван Яковлевич шкула мĕнле тытса тăрать-ши; 200 ача тăранса пурăннă вĕт. Тата ялтан килнĕ хресченсем те кунтах çĕр выртатчĕç, апатланатчĕç.
Ку ĕçе Иван Яковлевич кăна тума пултарнă. Вăл хăйне кирлĕ çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ. Пурне те йÿнĕрех хакпа илме пултарнă. Иван Яковлевич хăй те парăмра юлман: вĕсене тĕрлĕ ыйту татса пама, картлашкапа çÿлелле хăпарма, орденсем илме пулăшнă.
Иван Яковлев кăткă пек ĕçлетчĕ. Театр-клуба, хăнана çÿреме юратмастчĕ. Анчах тусĕсене саламлама манмастчĕ. Вĕренекенсене те: “Хăнана каймасан та саламлама ан манăр”, – тетчĕ. Ирхине пилĕк сехетре тăрса каçпа 11-12-ччен ĕçлетчĕ. Кăнтăрла икĕ сехет канатчĕ.
Чĕмпĕр ярмăрккине чăвашсем таçтан та килетчĕç, пурте тенĕ пекех шкула чарăнатчĕç. Вĕсем валли чиркÿре кĕлĕ ирттеретчĕç. Иван Яковлевич пурне те ăшшăн кĕтсе илетчĕ, сывлăх сунатчĕ, ялти шкулсем, чиркÿсем мĕнле ĕçлени çинчен ыйтса пĕлетчĕ. Астăватăп-ха, пĕр чăваш: “Иван Яковлевич, эпĕ сире курассишĕн, сирĕнпе калаçассишĕн, чиркÿ службине итлессишĕн çеç 100 çухрăмран килтĕм”, – терĕ пуç тайса.
Иван Яковлевичпа арăмĕ Екатерина Алексеевна çÿпçипе хупăлчиччĕ. Екатерина Алексеевна ăслă, нумай пĕлекен, сăпайлă хĕрарăмччĕ. Хĕр ачасен уйрăмне ертсе пыратчĕ, хăй те вĕрентетчĕ. Кам та пулин чирлесен вăл пăхатчĕ, пульницарисем патне кучченеçпе çÿретчĕ.
Иван Яковлевич аслă классенче историпе вĕрентетчĕ. Ачасем ăна питĕ лайăх ăнланатчĕç.
Чăваш шкулĕ учительсемпе çĕр ĕçченĕсем хатĕрлекен шкул пулса тăнă. Виççĕр гектар çĕр çинче ял хуçалăх культурисене акса тунă, фермăсем те йĕркеленĕ. Ятарласа пахча, хурт-хăмăр пăхма вĕрентекен преподавательсем пурччĕ.
Иван Яковлевич юрлама пĕлместчĕ, анчах музыкăна юрататчĕ. Чăваш шкулĕнче хор йĕркеленĕччĕ, оркестр та пурччĕ.
Преподавательсем те, Яковлевсем те каçхи кĕлле çÿретчĕç. Хыççăн кам патне те пулин пуçтарăнса тĕрлĕ ыйту сÿтсе яватчĕç. Типĕсене те тытса пыратчĕç.
Иван Яковлевич чаплă ятшăн çунман. “Халăх советникĕ” чинпах çÿренĕ. Вăл – Улăп. Чăвашсене çутта кăларассишĕн Иван Яковлев пек тăрăшнă çынна урăх эпĕ пĕлместĕп. Эпир ун умĕнче парăмра».
Ф.Прокопьева аса илĕвĕсем тăрăх В.ЗАЙЦЕВ хатĕрленĕ.