Общество аталанма пуçланăранпа çынсем хушшинчи хутшăнусем те аталаннă. Этемшĕн чи хаклă япала – юрату. Унра этемĕн чун-чĕре пахалăхĕ, виçейми савăнăçĕ. Çакă вара çемьере ытларах палăрать. Тĕрлĕ тапхăрта тĕрлĕ халăх çемье çине тĕрлĕрен пăхнă. Çапах та юратусăр çемье пулман. Юрату этемлĕхе аталантарать, этемре вăй-хал хушса тăрать.
Тепĕр чухне çемьере юратăва урăх туйăмсем хуплаççĕ: хăнăху, ăраскала парăнни тата ытти те. Çынсем тĕрлĕрен, вĕсен йăли-йĕрки те тĕрлĕрен. Апла пулин те кашни çын мăшăрланнинчен ырă улшăнусем кĕтет. Мăшăрлану кун-çулĕ ырăпа усалран, эгоизмран, çиелтен пăхнинчен килет. Ирĕксĕр мăшăрлантарни те, паллах, телей кÿмест.
Хăш-пĕр çĕр-шывра çемьене ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕпе чăмăртаççĕ. Пирĕн те уйрăм социаллă сийсенче кун пекки пулкалать, анчах хăш тапхăрта нумайрах, хăшĕнче сахалрах. Çакна вырăссен “Домостройĕ” те çирĕплетет. Унпа килĕшÿллĕн хĕрарăмăн хăйĕн кăмăл-туйăмне палăртма юраман. Паллах, кун пек лару-тăрура çуралнă çемьере ăнăçлăх пулас çук. Анчах истори кăтартнă тăрăх çемье тăваканĕ, “кил вучахне” упраканĕ – хĕрарăм çеç.
Çемье... Ĕлĕкрех ку сăмах хумхантарнă, мăшăр, ачасем, тăвансем умĕнчи яваплăх туйăмне хăпартнă. Уйрăлни, 2-3 арçынпа е хĕрарăмпа пурăнни намăс пулнă. “Мĕн калĕç çынсем, тăвансем, халăх;” – шутланă мăшăрланакансем. Пурнăç юлташне питĕ тĕплĕ суйланă. «Кайран тирпейленĕ-ха,...» – тесе татса паман пурнăç ыйтăвне. Ачисемшĕн, вĕсен лăпкăлăхĕшĕн парăнса та пурăнма тăрăшнă.
Ку чухнехи обществăра çăмăлттайлăх ытларах. Мăшăрланса та ĕлкĕреймеççĕ, уйрăлма заявлени параççĕ те. Характерсем мая килмен иккен. Туйччен мĕн шутланă-ха; Мĕншĕн çапла çăмăллăн пăхаççĕ-ха çемье çавăрасси çине; Тен, çынсем урăхланчĕç;
Хăшĕ-пĕри çапла та хирĕçлет пулĕ: ĕлĕк уйрăласси йĕркере пулман, çавăнпа вилĕм уйăричченех чăтса пурăннă.
Çапах та ĕлĕкрех çемье çине çирĕпрех пăхнă. Ăна çавăрма тимлĕн хатĕрленнĕ. Мăшăрлану этем пурнăçĕнче пĕрре çеç пулнă-çке-ха. Туйчченех ашшĕ-амăшĕ те, тăванĕсем те пĕр-пĕрин çинчен тĕплĕнрех пĕлме тăрăшнă. Халĕ тепĕр майлă: пĕр-пĕрне пĕлмесĕрех загса чупаççĕ. Унтан иккĕмĕшпе, виççĕмĕшпе... Малалла мĕн; Арканнă кун-çул; Пĕччен ватлăх;
Ыйтăвăн тепĕр енĕ те пур: çамрăк çемьесен яваплăхĕ чакни. Пĕрремĕш ача çурални те йывăрлăхсем кăларса тăратать, мĕншĕн тесен ача пăхас опыт çук, кашни кăлтăк хăратать. Çавна май пĕрремĕш ача хыççăн уйрăлни те самаях. Кун пек чухне упăшкин айăпĕ пысăкрах, мĕншĕн тесен унра атте туйăмĕ вăранман-ха.
Çамрăк упăшка мăшăрне ача пăхма пулăшмасăр нумай савăнăçлă туйăма çухатать. Унсăр пуçне пĕтĕм ĕçе арăмĕ çине тиесе кил-çуртра йĕркесĕрлĕх палăрма пуçлать. Çапла вара упăшка хăйне ытлашши пек туйма тытăнать, ăна мăшăрĕ юратмасть тесе шутлать, анчах çакăнта хăй айăпне шута илмест. Çак пурнăçа ылмаштарас шухăш сиксе тухать. Мĕн тумалла; Уйрăлмалла. Вара каллех ирĕклĕх, тивĕçсĕрлĕх, шăплăх...
Ачашăн хăраса пурăнни нумай хирĕçÿсен сăлтавĕ те пулма пултарать.
“Тĕрĕс воспитани – пирĕн телейлĕ ватлăх, начар воспитани – пулас хуйхă”, – тенĕ А.С.Макаренко. Воспитани ачан малашнехи сывлăхне те, пурнăçне те витĕм кÿрет. Çавăнпа та ăна тепĕр 18-20 çултан тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме пĕчĕккĕллех хатĕрлемелле.
Ашшĕ е амăшĕ çук ачасем çинчен шухăшласан чĕре çурăлас пек. Ашшĕ-амăшĕсĕр, кил ăшшисĕр ÿсни те хумхантарать. Шел пулин те паян пирĕн çĕр-шывра ку ыйтусем çивĕч тăраççĕ.
Çемье культурин йĕркисене пĕлни нумай хирĕçÿсенчен пăрăнма май парать, килти лару-тăрăва çăмăллатать. Кун пек чухне ачасене те хăтлăрах.
Çемье мĕнлерех пуласси ашшĕ-амăшĕнчен нумай килни паллă япала. Анчах юрату та хăй вырăнĕнчех пурăнмалла. Çирĕп, ырă хутшăнусен никĕсĕ юрату-çке-ха. Çемье чун-чĕре канлĕхĕ пулмалла. Пĕр-пĕрне итлес, парăнас туйăм нихăçан та кун йĕркинчен çухалмалла мар.
Раççейре çемье яланах паллă вырăнта пулнă. Вăл малашне те çаплах юлтăр тесен Çемье çулталăкĕнче тăвакан ĕçсен витĕмлĕхне çÿллĕрех шая çĕклемелле. Çемье çĕр-шыв тĕрекĕ пултăр тесе вăй хумалла.
Л.ХУСНЕТДИНОВА,