АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирти Пикшикре ял уявне чылайранпа паллă тăваççĕ

05 июля 2008 г.

Хирти Пикшикре ял уявне чылайранпа паллă тăваççĕ. Вăтам шкул çумĕнчи стадиона илĕртÿллĕн капăрлатнă.

11 сехет тĕлне уяв лапамне халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Савăнăçлă ларăва Хирти Пикшикри халăх театрĕн ертÿçи Д.Салахова кĕске сăмах каласа уçрĕ. Раççей Федераципе Чăваш Республикин гимнĕсем янăранă хыççăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Маркиданов сăмах илчĕ. Çавăн пекех А.Бурнашев, Э.Каштанов, Р.Шигабутдинов мулласем, район пуçлăхĕн çумĕ М.Калмыков, оргкомитет ертÿçи А.Камалетдинов уява пуçтарăннисене ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, спортра çитĕнÿсем тума сунчĕç.

Тăван çĕр-шывăн Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннă фронтовика, ялти шкулта ĕçленĕ 12 ветерана, спортпа туслă пулнă, 70 çул урлă каçнă 10 спортсмена хаклă парнесемпе чысларĕç. Савăнăçлă самант иртнĕ хыççăн спорт ăмăртăвĕсем пуçланчĕç, сцена çине ял артисчĕсем тухрĕç.

Хирти Пикшик ялĕ ирĕклĕ майпа тата тутарла-пушкăртла кĕрешессипе районта çеç мар, республикăра тата ун тулашĕнче те пысăк çитĕнÿсем тунă, тăвать те. Кунта, паллах, РСФСР спорт мастерĕн Абдулла Камалетдиновăн тÿпи курăмлăрах. Халĕ те вăл ачасемпе çамрăксен шкулĕнче 100 ытла ачана воспитани парать, кĕрешÿ технологине тĕплĕн вĕрентет. Ял уявĕнче те пурте тенĕ пекех унăн ученикĕсем ăмăртрĕç. Вăйлисем вара çĕнтерчĕç. Икĕ енлĕ кĕрешсе 13 виçе категорине пайланчĕç. 25 килограмран пуçласа 80-ран та ытларах виçерисем тупăшрĕç. Çăмăллисенчен А. Даниловпа (Еншик) Р.Юсупов (Х.Пикшик) малти вырăнсене пайларĕç. 80 килограмм йывăртарах виççеллисенчен А.Камалетдиновпа И.Махмутов кавир çине тухрĕç. Çивĕч тытăçура Арслан Абдуллович вăйлăрах пулчĕ, абсолютнăй паттăр ята тата чи пысăк приза–така çĕнсе илме пултарчĕ. Сăмах май каласан, Хусанта ĕçлекен спорт мастерĕн кандидачĕ, милици майорĕ иртнĕ çулта та паттăра тухнăччĕ.

Кавирсем çинче тытăçу пынă тапхăрта ытти ăмăртусем те вăй илсе пычĕç. Çăмăл атлетикăра арçын ачасенчен А.Красновпа А.Мокеев (иккĕшĕ те Кĕçĕн Арапуçĕнчен) тата Р.Мусин (Х.Пикшик) малти вырăнсене пайларĕç. Хĕрсенчен Г.Мусина, Н. Хамдеева, Н. Хамдеева (пурте Х.Пикшикрен) финиша пĕрин хыççăн тепри чупса çитрĕç. Кире пуканĕ йăтассипе çамрăксенчен И.Чемеров, аслисенчен И. Махмутов (иккĕшĕ те Х.Пикшикрен) ыттисенчен вăйлăрах пулнине кăтартса пачĕç. Аттракцион вăййисем те интереслĕ иртрĕç. Çĕнтерÿçĕсене кашнинех грамотăсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç.

Кунĕпе пынă уяв пурне те килĕшрĕ. Ачасем стадион варрине лартнă, Упамсаран илсе килнĕ карусельпе ярăнса савăнчĕç. Суту-илÿ тăвакансем уява килнисен кăмăлĕсене тупма тăрăшрĕç.

Н.ВОЛКОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика