АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маунтинбайк: Раççей чемпионачĕ

09 июля 2008 г.

Нăрваш Шăхалĕнче маунтинбайк енĕпе Раççейре мала тухмалли ăмăртăвăн тата Раççей чемпионачĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Кунта вăл иккĕмĕш хут пулчĕ.

Нăрваш Шăхаль ялне ахальтен суйласа илмен: кунта 2007 çулхи чемпионка тата Тĕнче Кубокĕн хуçи, Афинăра Олимпиадăна хутшăннă Ирина Николаевна Калентьева çуралса ÿснĕ.

Раççей шайĕнчи ăмăртăва уçма Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.Николаев, Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Олимпиада чемпионки Е.Николаева, Чăваш Республикин велоспорт федерацийĕн председателĕ Э.Павлов, çĕршер “чирлекен” килнĕ.

Ăмăртăва парадпа пуçларĕç. Унта 18 команда, 200-е яхăн велосипедист хутшăнчĕ. Спорстменсем Мускавран, Санкт-Петербургран, Мускав, Ленинград, Самар, Свердловск, Тамбов облаçĕсенчен, Приморье крайĕнчен, Удмуртирен, Чăваш Енрен пухăннă.

Савăнăçлă самант вăхăтĕнче И.Калентьевăн пĕрремĕш тренерне, ача-пăча спорт шкулĕн тренерне Валерий Афанасьева “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ” ятне тата паллине пачĕç. Ирина Калентьевăн наставникĕ Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Краснов хăйне тивĕçнĕ хавхалантару укçине чаплă спортсмен ÿстернĕшĕн Ирина ашшĕпе амăшне парнелерĕ. Патăрьел район пуçлăхĕ Н.Глухов И.Калентьевăна чаплă парнепе хавхалантарса, çитĕнÿсем сунчĕ .

Парад хыççăн çырма-çатраллă трасса çинче хĕрÿ тупăшу пуçланчĕ. Çивĕч кĕрешÿре Самар облаçĕн велосипедисчĕсем вăйлăрах пулчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Мускав хулин, виççĕмĕшĕнче–Ленинград облаçĕпе Владивостокран килнĕ спортсменсем. Чăваш Ен команди тăваттăмĕш вырăнта.

Спорт уявĕ чечексен тата шампански фейерверкĕпе вĕçленчĕ.

Маунтинбайк–сăрт-ту велосипед спорчĕ. Вăл çамрăк ен-ха.1996 çулта ăна Атлантăри Олимпиада программине кĕртнĕ. Хальхи Раççей ăмăртăвĕ–Олимпиадăна суйласа илмелли ăмăрту. Çавăнпа Ирина Калентьевăна ăнăçлăх сунатпăр.

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн артисчĕсем ăмăртăва хутшăннисене тата курма килнисене хаваслă юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Ирччен дискотека пычĕ.

А. АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика