09 июля 2008 г.
Районта приоритетлă наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн кашни сферăрах халăхшăн курăмлă ырă улшăнусем пулса пыраççĕ. Иртнĕ эрнере, акă, Шăнкăртамри вăтам шкул «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе 384545 тенкĕлĕх физика кабинетне оборудованисемпе пуянлатнă. Вĕрентÿ методикине пуянлатмалли хатĕрсем шутне компьютер, мультимедиапроектор, уроксем валли кăтарту хатĕрĕсем, тĕрлĕрен таблицăсем, электронлă вĕрентÿ кĕнекисем тата ыттисем те кĕреççĕ. Çакă, паллах, ачасене физика предмечĕн вăрттăнлăхне тĕплĕнрех алла илме, вĕрентекенĕн професси ăсталăхне, пахалăхне тата ытларах ÿстерме пулăшĕ.