АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

09 июля 2008 г.

Ачасем–пирĕн пуласлăх тетпĕр. Вĕсем ÿссе çитĕнсен хамăрăн малашлăх мĕнле пулĕ-ши; Çак ыйту кашнинчех чуна ыраттарать. Никам та хăйĕн пепкине хыт чĕреллĕ, усал ÿстересшĕн мар, анчах телевизорпа кăтартакан мултьфильмсене, компьютерпа вылямалли вăйăсене курсан хăрушă пулса каять. Ачасем вара вĕсене кăсăкланса пăхаççĕ, пуçтарăнса сÿтсе яваççĕ. Нумай пулмасть çеç икĕ арçын ача калаçăвне илтме тÿр килчĕ: “Эсĕ ăна хĕнесе вĕлеретĕн те, сана уншăн укçа параççĕ. Полицейскисенчен те тарса ĕлкĕрмелле...” Компьютерпа вылямалли вăйă пирки сăмах пырать иккен. Хальлĕхе ăслă техникăпа усал ĕç тăваççĕ, ÿсерехпе мĕн пулĕ-ши; Ачасен çирĕпленсе çитмен психологийĕ аманасси, пăсăласси куçкĕрет. Кайран вара чунсăр çынсем ăçтан тупăннинчен тĕлĕнетпĕр .

Мĕнле мультфильм, кино пăхса çитĕнет-ха хальхи ăру; Телевизорпа ытларах чухне ют çĕр-шывра кăларнисене кăтартаççĕ. Хăшĕ–пĕринче пĕр шухăш, илем çук. Çыннисен сăн–питне каçпа вăратса кăтартсан хăранипе чĕлхесĕр те пулатăн. Пĕр телепередачăра вырăссен писателĕ Э.Успенский çапла каланăччĕ.: “ Римский Папа пĕр вăтăр çул каяллах : “Ачăрсенчен ырă çынсем тăвас тесен Раççейре ÿкернĕ мультфильмсенех кăтартăр”,тенĕ. Эпир вара халь хамăрăннисем çинчен мансах кайрăмăр”.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулсен вĕçĕнче, 70, 80-мĕшĕсенче çуралнисем шăпах хамăр çĕр-шывра кăларнă юмахсене курса ÿснĕ. Унти ырă сăнарсене пăхса çавсем пек пулма тăрăшнă, ырă яланах усала çĕнтерессе шаннă. “Ну, погоди!” , “Простоквашино” пек мультфильмсене, “Морозко”, “Аленький цветочек” юмахсене, “Приключения Электроника” йышши киносене халĕ те курма хирĕç мар. Миçе хут пăхсан та йăлăхтармаççĕ вĕсем. Ют çĕр-шывра ÿкернĕ фильмсене пурне те начар тесе калас килмест: питĕ интереслисем, чуна çывăххисем пур. Тĕрĕс суйласа илме çеç пĕлмелле тата хамăрăн ачасене кам пек пултарас килнине шута илмелле.

Çын вĕлерекен вăйă хыççăн çамрăк ăрăвăн хăйĕн те çав усал ĕçсене туса пăхас, ют çын япалине хапсăнас шухăш çураласси те пулма пултарать. Ăнланмалла мар мультфильмсемпе киносем хыççăн пушă чунлă çын ÿсесси те хăратать. Ашшĕ-амăшне хисеплеменнисем халĕ те нумай, тепĕр 20-30 çултан тата та нумайланмĕç-ши; Пирĕн ачасем пире ватлăхра пăхĕç-ши; Анăçри пек, ытлашши çын пулса ваттисен çуртĕнче юлашки кунсене вĕçлемĕпĕр-ши; О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика