АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăкла вĕренни – чул çинче

09 июля 2008 г.

Эпĕ те çакăнта вĕреннĕ. Халĕ хам вĕрентекен. 1994 çултанпа Л.Сергеев профессор ертсе пынипе наука ĕçне кÿлĕнтĕм, чăваш чĕлхине вĕрентес меслетлĕх ыйтăвĕпе ĕçлекен çын пулса тăтăм. Ĕнерхи шкул ачисене учитель ĕçне алла илме вĕрентетĕп. Хамăн пурнăçа методика ыйтăвĕпе çыхăнтарни час-часах шухăшăмпа хама вĕрентнĕ учительсем патне, тăван шкулăма таврăнма хистет. Вĕсем çине пăхса тинкеретĕп, пĕтĕмлетÿсем тăватăп, ĕç-хĕлĕнчи пĕлтерĕшне чун-чĕререн туйса тăратăп, усă курнă ĕç меслечĕсене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартатăп.

5-9-мĕш классенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли методика дисциплини професси ăсталăхне аталантарассипе çыхăннă уйрăмлăхсене (вĕренÿпе воспитани пĕрлĕхне, педагогика ăсталăхне, культурăпа çутĕç ыйтăвĕсене, методика наукин ÿсĕмĕсене, йĕркелÿпе управлени сĕнĕвĕсене) тишкерсе калаçнă май хама вĕрентнĕ учительсен опычĕпе студентсене паллаштаратăп. Вĕсене те çавсем пек пулма, тăрăшма хистетĕп.

Кашни çулах тăваттăмĕш курс студенчĕсемпе урок тапхăрĕсем çинчен калаçма тивет. Пĕрремĕшĕ – класа йĕркелесси. Ĕçлеме тытăнакан, тин çеç ĕçе пуçăнакан студентшăн çак тапхăр чи йывăрри тесен те йăнăш пулас çук. Урока мĕнле пуçласа яма пултарнинчен учителĕн ĕç-хĕлĕ нумай килет, дисциплина ыйтăвĕ те пĕлтерĕшлĕ. Вĕрентекен ĕçĕ творчествăлла ĕç тетĕп те студентсене – куç умне Людмила Зосимовна Галкина, хими учителĕ тухса тăрать. Вара ун çинчен каласа памасăр ниепле те иртсе каяс килмест. Унтанпа 36 çул иртсе кайрĕ пулин те хальхи пекех куç умĕнче. Çÿлĕ кĕлеллĕ пушмакпа шак-шаклаттарса утса килни аякранах илтĕнетчĕ, класс патне çывхарса çитсе пынă май, виçĕ хутчен хытă ÿсĕретчĕ те класа йăрăс пÿллĕ, çирĕп кăмăллă вĕрентекен кĕрсе тăратчĕ. Вăл пырса кĕнĕ çĕре кам вырнаçса тăма ĕлкĕреймен, чи малтан çавăнтан урок ыйтма пуçлатчĕ. Ачасем те вĕрентекенĕн методикине хăвăрт хăнăхаççĕ çав. Пурте пĕлетпĕр, хими предмечĕ çăмăлах мар, пур вĕренекен те ăна пĕр пек алла илеймест. Çип çапнă пек тикĕс йĕркеленсе тăратчĕç ачасем, урокра нихçан та пĕр шăв-шав пулман. Класа йĕркелесси çине пĕр минута та сая ямастчĕ. Тепĕр учитель çавна ĕмĕрĕпе ĕçлесен те туса çитереймест тетĕп те, студентсем те шухăша каяççĕ.

Чăваш чĕлхипе литературине пире Нина Петровна Карасева вĕрентетчĕ. Мĕн чухлĕ çепĕçлĕх, ырăлăх, ăнланулăхчĕ унра! Паян кун та унăн ăшшине туятăп. Урокра, уроксем хыççăн мĕнле кăна ĕçсем тутармастчĕ пулĕ: доклад тума вĕрентнисем, “Тăван Атăл”, “Ялав” журналта тухса пыракан калавсемпе повеçсене вуласа сÿтсе явнисем, вĕсем çине таянса хаклав сочиненийĕсем çыртарнисем (В.Алентейĕн “Хирте вĕршĕнсем вĕçеççĕ” произведенийĕ тăрăх рецензи çырни халĕ те асăмрах), Пантюхин пек геройсен “ăшне” кĕме вĕрентни, “Авангард” хаçатпа çыхăну тытма пулăшнисем, хамăр çырнă сăвăсемпе пĕчĕк хыпарсем – çаксем пурте унăн тивлечĕпе пулнă ĕçсем.

Педагог ăсталăхĕнчен, вĕрентекен хăйĕн ĕçне мĕнле йĕркелесе пыма пултарнинчен, ÿркенмесĕр те ывăнмасăр ĕçленинчен ачасен пĕлĕвĕ, вĕренес кăмăлĕ мĕнле пуласси нумай килет. Иван Степанович Мулюков – пĕрремĕш учитель. Кашни çыннăнах пулнă вăл. Пуçласа кăранташ тытма, сас паллисене паллама вĕрентнĕ учителе ĕмĕр тăршшĕпех ырăпа асăнаççĕ. Ун чухне Кивĕ Ахпÿрт ялĕнче тăватă класлă кивелнĕ шкул çеçчĕ-ха. Икĕ сменăпа вĕренеттĕмĕр. Çав тери туслăччĕ хамăр вĕрентекенĕмĕрпе. Сахал-и пысăк переменăсенче хамăр апата çисе янă хыççăн унăнне (вăл уроксем пĕтнĕ хыççăн апатланатчĕ) кăмака хыçĕнче ушкăнпа ларса çинисем; Киле кайма никам та васкаман, тепĕр тĕрлĕ ĕç пуçланатчĕ. Кашни эрнере пирĕн умĕн тухса кайнă ачисем (Мышкина Зоя Петровнăсен класĕ – вожатăйсемччĕ) Туçа шкулĕнчен килетчĕç: юрлама-ташлама вĕрентетчĕç, киле парса янă ĕçсене тума пулăшатчĕç. Мĕн тери савăнса тĕрлеттĕмĕр ĕç урокĕсенче вăл ÿкерсе панă тĕрĕсене!

Шкула сиктерекен ачасен килне класĕпе ялавпа, горнпа кăшкăртса, барабанпа ял тăрăх савăнăçлăн каяттăмăр. Паллах, пурин патне те илсе кайман вăл, хăш ача патне çакăн пек кайни кирлĕ пулнине пĕлсе йĕркеленĕ, хăй те пиртен пĕрре те юлмастчĕ. Ашшĕ-амăшĕпе, ачипе калаçаканĕ Иван Степанович пулнă. Шкула пыман ача çакăн пек намăс курнă хыççăн текех пысăк сăлтавсăр урокран юлма хăяймастех.

Юрă урокĕсене вăл яланах скрипкăпа ирттеретчĕ. Кайран та вуннă пĕтеричченех пĕрле пулчĕ. Пире çĕнĕ шкул туса пачĕç: саккăрмĕш класс таран хамăр ялтах вĕрентĕмĕр. Ĕçленĕ вăхăтрах Иван Степанович татах та малалла вĕреннĕ иккен: 5-7-мĕш классенче истори вĕрентекен тата пирĕн класс ертÿçи пулса тăчĕ, 9-мĕш класра Туçари вăтам шкулти пĕрремĕш урока Иван Степанович кĕрсе тăнă хыççăн – класри ачасем пурте алă çупса ячĕç. Çакăнта мар-и вара вĕрентекенĕн пĕлтерĕшĕ. Çакăн хыççăн пирĕншĕн кунта пурте çывăх пулнă...

Сахал пулнă-и Туçа шкулĕнче “Чăн-чăн этем пулсамăр, ята ан ярăр ĕмĕрне” текен вĕрентекенсем: Михаил Павлович Челяков, Мария Порфирьевна Кудрявцева. Хăйсен чыслă та хисеплĕ ĕçĕсенче вĕсем халăхшăн хутла вĕрентекен учительсем кăна мар, ял-йыша ĕмĕр тăршшĕпех телейлĕ пурăнма ăс паракансем пулнă.

Хальхи пекех хăлхара Мария Порфирьевнăн лăпкă та мăнаçлă сасси илтĕнсе тăрать, арçын ачасемпе хĕр ачасене кÿрентерме юраманни çинчен калаçнă чух, чи малтан хăвăн аннÿне аса ил те куç умне кăлар – вăл та хĕр ача пулнă, унтан аппупа йăмăкна аса ил – вĕсем те хĕр ачасем, тетчĕ.

Пĕтĕм халăх юратса хисепленĕ Мария Порфирьевнăн ĕçне-хĕлне çырса та, каласа пама та пĕлмелле мар, сăмах çитмест. Вăл хăй вăхăтĕнче пур чыса та илме тивĕçнĕ: Пĕтĕм Союзри учительсен съезчĕн делегачĕ, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, ЧР тата РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ, çамрăк ăрăва вĕрентес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн ăна Ленин орденĕ парса хакланă тата ытти те.

Мария Порфирьевна урокĕнче шăна вĕçни илтĕнетчĕ, кино курма кĕрсе ларнă пек лараттăмăр. Никам çине те сас хăпартман вăл, нихçан та “иккĕ” паллă лартса курман. Вăл йĕркеленипе кашни çул 9-мĕш класс хыççăн каяс текенсене путевкăпа Ленинграда икĕ эрнене илсе каятчĕç.

Ăçта кăна çитсе курмарăмăр çав икĕ эрнере эпир те. Мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх пулчĕ. Пĕрремĕш хут метропа çÿренисем, укçа çурчĕ, блокада вăхăтне аса илтерекен паллă вырăнсем тата ыттисем те. Каçсерен, çывăрма выртас умĕн, урама тухаттăмăр та чăвашла юрлама пуçлаттăмăр, çавна пула ватă çынсем пирĕн пата пыра-пыра калаçатчĕç, эпир юрлани вĕсене килĕшетчĕ, татах та юрлама ыйтатчĕç, итлесе ларатчĕç – çаксем пурте шкул ачин чунĕнче ырă йĕр хăварса пурнăçра хамăра мĕнле тытмаллине вĕрентсе, кăтартса пынă.

Паян пăхатăп та тăван шкулăм çине – унăн алăкĕсенчен пире вĕрентнĕ учительсем тухмаççĕ, вĕсен сăнĕсем урăх сăнсемпе улшăннă, вĕсен вĕренекенĕсем тăнă “пĕлÿ хуралне”. Хăйсен ĕçне çĕнĕ ăрăва шанса панă, çак шанчăкра И.Я.Яковлев шухăш-кăмăлĕ, ĕмĕчĕ, тĕллевĕ ăруран-ăрăва куçса пирте пуринче те тĕвĕленсе малалла аталанса пынине шанас килет.

Пурнăç малалла каять. Тепĕр чух вĕрентекенрен вĕренекенĕ иртсе каять теççĕ, мĕншĕн тесен вăл учитель тунă ĕçсем çине таянса, паянхи çĕнĕлĕхсене курса, пурнăç юхăмĕпе пĕр тан утма пултармалла. Шкул пурнăçĕ те çавăн пекех. Вĕрентÿ ĕçĕнче пысăкран та пысăк ÿсĕм çулĕпе утма тивĕç. Çавăн чухне тин эпир хамăр лайăх ĕçленине палăртма пултаратпăр.

Г.БРУСОВА, педагогика наукисен кандидачĕ, доцент

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика