09 июля 2008 г.
Маларах “Мехел” клуб членĕсем Треньел тĕслĕх библиотекинче Галка Ваçлейĕн “Сăваплă ен” кĕнекин презентацине ирттернĕччĕ. Поэт алă пусса парнеленĕ “Лирика” тепĕр кĕнеки аллăмра. Кашни йĕркине васкамасăр вуласа тухрăм, ăша хыврăм. Ватлăх енне сулăннă пулсан та çакăн пек сăвăсем шăрçалани, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларни тĕлĕнтерет, савăнтарать. Çĕннине сăвăçăн тĕрлĕ çулсенче çырнă хайлавĕсене суйласа кĕртнĕ. Вĕсенче кашнинчех поэт шухăш-кăмăлĕ, тавра курăмĕ, чун-чĕре ыратăвĕпе тунсăхĕ палăрать.
Сăввисем, кирек хăш вăхăтра вуласассăн та, мăнаçлă та янăравлă, илемлĕ те витĕмлĕ илтĕнеççĕ. Çакă вăл йăлтах поэт ăсталăхĕнчен, пултарулăхĕнчен, тавра курăмĕнчен килет. Вăл чун-чĕрипе те пуян, вăй-халĕпе те хастар. Галка Ваçлейĕн сăвăсем çырас ăсталăхĕ пысăк, кăмăлĕ тулли. Унăн пултарулăхĕнче лирикăлла жанр малти вырăнта тăрать. Çут çанталăка хăйне евĕрлĕ сăнлассипе пĕрлех вăл çамрăклăх туйăмĕсене те çепĕç лирика урлă çырса кăтартать.
Василий Григорьевич халăхран уйрăлса, ютшăнса пурăнман, унăн телейĕпе савăннă, хуйхи-суйхишĕн куляннă. Çавăнпа ĕнтĕ хăй çинчен вăл хăюллăн çапла калама пултарать:
Пур ырлăх-пурлăхшăн ăс-хакăла
Эп, ахаль мар, валеçрĕм халăха.
Халăх шăпи – поэт шăпи. Поэт пĕччен çын мар, вăл ĕç халăхĕпе кăвапаран çыхăннă шанчăклă çын. Ахальтен каламасть поэт:
Хам тивĕçе чухлап эп лайăх,
Хастар йышпа пĕр ĕмĕтре
Тар тăкнă чух,
Вăй-хал хушмалăх
Хĕрет ман сассăм уй-хирте.
Ваçлей пичче сăввисенче çывăх çынна хисеплесе, юратса, ун тивĕçне пысăка хурса хаклани сисĕнет. Ывăлне, мăшăрне, кÿршĕ-арша, хурăнташсене халалланă сăвва та таса, çутă, ыр кăмăллăх витерет, ырăпа асăнать, вĕсене чунран каламалли сăмахсене поэзин асамлă чĕлхипе çырса хурать:
Пĕрле пуласчĕ пурнăçра
Татах та çирĕп туслăхра.
Галка Ваçлейĕ хăйне интереслентерекен ыйтусем çине хурав шырать. Ыйтăвĕсене вара хăйĕн сăввинчи уйрăм сăнарсене парать: “Тăван аннеçĕм”, “Тăванăм”, “Тăван çĕр-шывăм”, “Юлташăм”, “Савнă ялăм” тата ытти те. Поэзийĕнче чăваш çĕр-шывĕпе унăн çыннисен пурнăçĕ курăнать, кирек мĕнле йывăрлăхра та халăхăн сунми ĕмĕчĕ палăрать:
Ĕç çийĕ вăй илет Пăла тăрăхĕнче
Малашлăхпа çиçет тавралăх, çут тĕнче.
Хальхи пурнăçăн хавхалануллă ÿкерчĕкĕсем унăн сăвви-поэмисенче иртсе кайнă йывăр вăхăтсен сивлек енĕсене кăтартса панипе ылмашăнса пыраççĕ. Акă çамрăк чухнех çырнă “Кун-çул чечекĕ”, “Çамрăклăх”, “Çĕнелет çĕр пичĕ”, “Тăван çĕр” сăввисене илер. Вĕсенче поэт Тăван çĕр-шывăн илемне, хальхи çамрăксен хаваслă пурнăçне сăнласа панă.
Хăй ăсталăхне ÿстерес ĕмĕтпе Галка Ваçлейĕ вырăс поэзийĕн классикĕсенчен тăрăшса вĕренсе пынине, вĕсен произведенийĕсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе тимлĕн ĕçленине палăртса хăвармалла. А.Пушкин, М.Лермонтов, С.Есенин тата ытти паллă поэтсем ăна ăсталăхĕ пысăккипе, патриотизм туйăмĕсем вăйлипе пит килĕшнĕ. Вĕсене халалласа çырнă сăвăсем те “Лирика” кĕнекере кун çути курнă, вĕсен куçарăвĕсене те тупма пулать.
Малашне те Ваçлей пиччене пултарулăх лаççинче ывăнмасăр ĕçлеме сунатпăр. С.КУЛАКОВА.