12 июля 2008 г.
Юлашки çулсенче район хитреленсе те çĕнелсе пырать, анчах тумалли тата нумай-ха. Пĕлтĕр строительство ĕçĕсемпе 997 миллион тенкĕ тăкакланă. Строительство индустрийĕн хăватне кăçал та чакарман. Пачах урăхла, ăна тата тухăçлăрах туса пыма тăрăшатпăр. Акă, кăçал ку хисеп çур çул хушшинче 360 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Строительсен ĕçĕ куç умĕнче: Физкультурăпа спорт комплексĕ, Мăшăрлану керменĕ. Çулталăк вĕçне хальхи вăхăт таппине тивĕçтерекен стадион хута кайĕ. Шăнкăртамри 400 ача вырнаçмалăх шкула ача сачĕпе тăвас ыйту та татăлнă. Патăрьелĕнчи тата Сăкăтри культура çурчĕсенче юсав пырать. Паян районти тĕп больницăн çĕнĕ корпусĕ хута каять. Кунта хĕрарăмсен тата ача-пăча консультацийĕсем, неврологи, терапи уйрăмĕсем вырнаçнă. Йывăр чирлĕ пациентсен сывлăхĕ пирки канашлама, республикăри врачсемпе çыхăну тытма телемедицина центрĕ пур.
Çĕнĕ урамсене электрификацилессипе те тимлеççĕ. Пĕлтĕр ултă ялта çĕнĕ урамсене çутă кĕртнĕ. Халĕ Кĕçĕн Арапуçĕнче, Йăлăмра, Татмăшра, Турханта ку ыйту татăлса пырать.
“2008–2010 çулсенче 30 пине яхăн çемье хăйĕн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатать. 2015 çул тĕлне юхăнса кайнă тата авариллĕ çурт-йĕр фондне пĕтĕмпех пĕтерме палăртнă”, тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Районта та çак шухăша тĕпе хурса вăй хуратпăр. Кил-çурт çавăрасси, хваттерлĕ пуласси кирек камăн та хăй пурнăçĕнче тĕп ĕçсенчен пĕри тесен те йăнăшмăпăр. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл мĕн авалтан çыншăн ун пурнăçĕнче чи пысăк пĕлтерĕшлĕ (ача-пăча пăхса çитĕнтерессипе тата йывăç лартса ÿстерессипе пĕрле), сумлă шутланнă.
Кашни çын çак тĕнчене ĕмĕр тăршшĕнче йĕркеллĕ, хăйĕн кил-çуртĕнче пурăнма çуралнă.
Кил-çурт, хваттер ыйтăвĕ пирĕн районшăн та яланах çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнă. Çур çул хушшинче 8002 тăваткал метр пурăнмалли çурт тунă. Уйрăм хуçалăхпа пурăнакан 55 çемье кĕтес çавăрнă. Виçĕ çемье каялла тавăрса памалла мар субсиди илнĕ, пĕри – хваттер туянма сертификат.
“2012 çулччен яла аталантарасси” тĕллевлĕ программăпа пилĕк çул хушшинче çурт-йĕр çавăрма тата туянма 190 çемьене каялла памалла мар субсиди панă. Вăл шутран 50 çамрăк специалист çак çăмăллăхпа , 28 миллион тенкĕлĕх, усă курнă.
Кăçал 28 пин тăваткал метр пурăнмалли кĕтес хута яма палăртнă. Патăрьелĕнче харăсах нумай хваттерлĕ 3 çурт купалаççĕ, вĕсем çитес çул хуçисене йышăнĕç.
Районта усă куракан автоçулăн тăршшĕ 218 çухрăм, унтан республика шайĕнчи–87, федералли–18, 6, вырăнти–118 çухрăма яхăн. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2006 çулта кăларнă “ЧР автоçулсене тăвассине хăвăртрах вĕçлесси” Указпа килĕ-шÿллĕн Патăрьел районĕ 2007-2008 çулсенче 44, 4 çухрăм çул сарма тата хута яма планланă. Пĕлтĕр 22 çухрăм ĕçе кĕртнĕ. Паянтан “Первомайски–Ишлĕ– Люля” автоçулпа усă курма пуçлаççĕ, Люля поселокне автобус маршручĕ уçăлать. Çак 12,8 çухрăма кĕске вăхăтра “Чувашавтодор” предприятинче тăрăшакансем асфальт сарчĕç. Çанталăк условийĕсене пăхмасăр ĕçлерĕç вĕсем. Республика шайĕнчи “Шăнкăртам–Аслă Чемен” çула тĕплĕн юсама тытăннă.
Халăха таса шывпа тивĕçтерес ыйту та майĕпен татăлса пырать. Ку проблемăна Чăваш Ен Президенчĕ те тĕп тĕллевсем шутне кĕртнĕ. Патăрьелĕнче талăкра 600 кубла метр шыв тасатакан сооруженине хута ярассипе строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Объекта тепĕр çул эксплуатацилеме планланă.
Ялсене хăтлăх кÿртессипе, симĕслетессипе те çине тăрса ĕçлетпĕр. “Арбат” микрорайон район центрне хăйне майлă илемлетет. Ленин проспекчĕпе тротуар сарма пуçланă. Мичурин урамĕнче ансăр çул хума палăртнă, Комаров урамĕ малашне каçпа çутăрах пулĕ.
Çурхи шыв-шур инкек ан кÿтĕр тесе çулленех Пăлана тÿрлетесси пырать. Халĕ Кĕçĕн Патăрьел патĕнче юхан шыв çулне урăх çулпа ярассипе “Шыгырданы” пĕрлешÿ ĕçлет. Кăçал 1450 метр тÿрлетмелле, хальлĕхе 250 метр чавнă.
Чăнах та ĕçсем курăмлă, тумаллисем те чылай-ха.
И.ДИКИН,
район пуçлăхĕн çумĕ, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн тата строительствăн пай