19 июля 2008 г.
Ялти урамсене, хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртес тесе юр кайма пикенсенех чан çапма пуçлатпăр. Ун чухне, чăнах та, тавралăх йăлтах илемленет. Халĕ, акă, каллех урамсемпе тăкăрлăксенче, хамăр пурăнакан, иртсе çÿрекен вырăнсенче хыт-хура хуçланать. Патăрьелĕнчи Комаров урамĕнчи çĕнĕ çуртăн пахчинчи, Мичурин урамĕнчи çеçкене ларнă пиçенсемпе мăянсен вăррине пухса илсе сутасшăн мар-ши; Нивушлĕ çак ĕçе те район пуçлăхĕн явăçма-лла-ши;