АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулусенчи калаçуран

19 июля 2008 г.

Юлашки çулсенче республика Президенчĕ Н.Федоров пирĕн района ĕçлĕ çул çÿревпе темиçе хутчен килсе кайма май тупни Патăрьелсене ĕçлеме вăй-хăват хушать, хавхалантарать. Çак кунсенче республикăн пĕрремĕш çынни Патăрьелĕнчи тĕп больница çумĕнчи хушма корпуса уçнă çĕре хутшăнчĕ, кунта курма килнисемпе те, сипленекенсемпе те ăш пиллĕ калаçу пуçарчĕ. Акă мĕнле хакларĕç вĕсем пирĕн район администрацийĕ Президентпа та, Правительствăпа та ăнланса ĕçленине.

Г.Мулюков, Туçа, ĕçпе вăрçă ветеранĕ, З.Макачев, Хирти Пикшик, ĕçпе вăрçă ветеранĕ (ÿкерчĕкре):

– Республикăра пурнăçланакан демографи политикине тата “Сывлăх” наци проектне пурнăçа кĕртни районта сывлăха сыхлас ĕç кăтартăвĕсене лайăхлатма май пани куç умĕнче. Пире, ватăсене, малашлăхшăн паян ĕçлени савăнтарать. Çĕнĕ хушма корпусăн неврологи уйрăмĕнче сипленетпĕр эпир. Кунта сипленме хулари условисенчен пĕрре те кая мар. 14 уйăхра халăхшăн çакнашкал хăтлă сиплев çурчĕ уçни – пуриншĕн те пысăк парне! Хальхи больницăн унчченхи çуртне вăхăтĕнче вунă çул ытла та тунă–çке... Пирĕн, Патăрьел район халăхĕн, республика ертÿçине Н. Федорова, район пуçлăхне Н.Глухова кăмăлтан пуç таймаллах. Малашне те çынсен сывлăхне сыхлас, пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшппе ĕçлеме ăнăçу пултăр.

Республика ертÿçи ветерансемпе тĕл пулнă май, сакăр вунă çул урлă каçнă аксакалсем мĕнле майпа тĕреклĕ те сывлăхлă пулнине, сăн-сăпачĕпе те илемлĕ курăннине те ыйтрĕ.

– Хамăр ĕмĕрте çăвара чикарккă хыпса курман, эрех-сăрапа иртĕхмен, хамăр ĕçе чунтан юратса пурнăçланă, – кăмăллăн хуравлăрĕç аксакалсем. Геннадий Федорович Мулюков Президента хăйĕн колхоз, ял историйĕпе çыхăннă пулас кĕнекипе палаштарчĕ. Республика ертÿçи ветеранăн пархатарлă ĕçне ырларĕ, унăн кĕнекисене кун-çути кăларма пулăшмаллине каларĕ.

Л.Бармакова, Патăрьел, виçĕ ача амăшĕ:

– Хута каякан больницăн çĕнĕ корпусĕнче ача-пăча консультацийĕ, йывăр çын хĕр арăмсене йышăнмалли ятарлă пÿлĕм пулнишĕн çав тери хĕпĕртерĕмĕр. Пÿ-лĕмсем хăтлă та кăмăллă. Чăнах та, ют çĕр-шыври сиплев учрежденийĕсенчен пĕрре те кая мар-тăр. Çакă, паллах, чăн малтанах сывă та тĕреклĕ çемьере çирĕп сывлăхлă ачасем çитĕнтерме май парать. Çавăнпа та паянхи условисенче çемье йышне хушма иккĕленсе тăракан çамрăксене шанчăклах çак утăма тума сĕнетĕп.

Е.Мулюкова, Туçа, учительница– пенсионерка:

– Пурнăçăн тĕрлĕ тапхăрне чăтса ирттерме шăпа çырчĕ пире. Эпир вăрçă нушине те, выçлăх аптратнине те чĕре витĕр кăларнăскерсем. Тем те куртăмăр, тем те чăтрăмăр темелле. Ватлăх кунăмра вара чирлесе çĕнĕ корпусăн неврологи уйрăмне лексен чăнах та хама çăтмахăн пĕр кĕтесне лекнĕ пек туйрăм. Пурте йĕркеллĕ кунта. Пире, тăххăрмĕш теçеткере пыракан çынсене, тухтăрсем ăшă кăмăлпа сиплеççĕ. Эмелпе çеç те мар, çепĕç чĕлхепе кăмăла уçаççĕ. Ватă çынсене кунран ытла мĕн кирлĕ-ши тата; Чăнах та, халăх пурнăçĕшĕн, сывлăхĕшĕн, малашлăхĕшĕн тăрăшса тунă ĕçсемшĕн паянхи ертÿçĕсене çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр.

Калаçăва А.Егорова çырса илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика