20 июля 2008 г.
“Кĕнеке чи лайăх юлташ”, – тенĕ мĕн авалтан ваттисем. Литературăпа интересленекен темĕн те пĕлет, вăл çынна çутта кăларать тенисене те илтме пулать аслисенчен. Анчах та хальхи вăхăтра, 21-мĕш ĕмĕрте, кĕнеке мĕнне манса пыратпăр. Ăна вулама пăрахрăмăр. Хăш-пĕр 15 çула çитнĕ ачасем шкул учебникĕсемсĕр пуçне ытти пĕр кĕнекене те тытса курман тесен те йăнăш пулмасть. “Эпир шкулта вĕреннĕ чух купи-купипе вулаттăмăр. Кам нумайрах вуласси енĕпе ăмăртаттăмăр”, – тесе каласа паратчĕç пире вĕрентекенсем шкул сумкине йăтнă вăхăтра.
Вун-вун пилĕк çул каялла библиотекăсем патне тăсăлакан сукмаксем çинче курăк шăтса курайман пулсан, халĕ вĕсем ăçтарах вырнаçнине пачах пĕлместпĕр. Унта кайса килесси пирки шухăшламастпăр та. Çÿлĕксем çине мĕнлерех çĕнĕ кĕнекесем илсе килни те интереслентермест текех пире.
Хальхи ĕмĕр ачисем мĕншĕн кĕнекерен сивĕн-нĕ-ши; Мĕншĕн вĕсене кĕнеке урăх хăй ытамне илĕртмест; Çакăн сăлтавĕ телевидени, интернет питĕ вăйлă аталаннинче, вĕсем çынсен хушшинче çил пек хăвăрт сарăлнинче. Телевизорпа кăтартакан киносем, тĕрлĕ передачăсем интереслĕрех те илĕртÿллĕрех туйăнаççĕ паянхи ачасемпе çамрăксене.
Ман шутпа, кĕнеке вулас туртăм пĕтни ашшĕ-амă-шĕнчен те килет. Вĕсем хăйсен пепкисене мĕнле воспитани пани те питĕ пысăк вырăн йышăнать. Енчен те мĕн пĕчĕкрен литературăна юратма, унпа интересленме хăнăхтарса пырсан ача ÿснĕçемĕн çакна шута илĕччĕ, тĕрлĕ произведенисемпе кăсăкланма, вĕсене вулама пуçлĕччĕ. Ашшĕ-амăшĕсен кĕсье телефонĕсем, МР3 плеерсем, компьютер вăййисем илсе парас вырăнне кĕнекесем туянса парсан аван пулĕччĕ те. Сĕтел çинче ялан хитре ÿкерчĕклĕ кĕнеке выртсан та ачасем ун еннеле туртăнма пуçлĕччĕç. Камăн-ха çав илемлĕ япалана тытса курас килмĕ;
Айтăр-ха, ачасем, тĕнчери паллă та талантлă литература “тарçисен” ĕçĕсене çÿлĕксем çинче тусан пуçтарса вырттарар мар. Вĕсене хамăрăн чи çывăх юлташ туса, телевиденипе интернета айккине хурса, шĕкĕлчеме, тĕпчеме пуçлар. Вара пирĕн пурнăç тата та кăсăклăрах пулĕччĕ.
Ирина МАМУТКИНА.