АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăхне аталантарма – кредит

19 июля 2008 г.

Ял хуçалăхне нихăçан çăмăл пулман, рынок экономикине кĕнĕ тапхăрта вара чылайăшĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕ. Уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансен те пурнăçĕ çăмăлланмарĕ. Ĕне-выльăх усрасси, туянасси, хуралтăсем тăвасси нумайăшĕшĕн татăлман ыйтуччĕ. Çавна май юлашки çулсенче выльăх-чĕрлĕх тытакансен йышĕ, пĕрлех продукци туса илесси те сахалланнăччĕ. Çĕр-шывра “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ ĕçлеме тытăнни хресчене чылай пулăшу кÿчĕ. Банксем çăмăллатнă кредитсем пама тытăнчĕç. Ку утăма чи малтанах “Россельхозбанк” турĕ. Кăтартусем куç умĕнче: аш-какай, сĕт туса илесси ÿсрĕ. Кредит условийĕсем тата ăна камсене, мĕнле тĕллевпе пани пирки “Россельхозбанкăн” управляющийĕпе Л.Егоровапа курса калаçрăмăр.

– Лидия Ефимовна, уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансене кредит парса пулăшмалли программа ĕçлеме пуçланăранпа миçе çын ыйтăвне тивĕçтертĕр;

– 2006 çултанпа пирĕн патран 1024 çын çăмăллатнă кредит илме пултарчĕ:2006–317,2007–мĕ-шĕнче–600. Кăçал хальлĕхе 185 заемщикăн ыйтăвне тивĕçтертĕмĕр. Ытларах Сăкăт, Туçа, Патăрьел, Первомайски тăрăхĕнчен килеççĕ. Заявкăсем питĕ нумай. Унчен Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче пурăнакансене те панă, халĕ вĕсенче хушма офиссем пур.

– Кредит миçе çуллăха тата мĕн валли паратăр;

– Выльăх-чĕрлĕх хуралтисене çĕнетме, техника туянма кредит 5 çула паратпăр, 2 çула – ăратлă çамрăк выльăх, вĕлле хурчĕсем, вăрлăх илме, вак-тĕвек юсав ĕçĕсем тума.

– Çăмăллатнă кредита камсем илме пултараççĕ;

– “Россельхозбанк” ĕçлекен çынсене çеç мар, килти хушма хуçалăхра тăрăшакансене те кредит парать. Кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, сухан-севок, акаççĕ, ĕне усраççĕ, апла пулсассăн тупăш пур, çаксене те шута илетпĕр. Çĕр ĕçĕпе вăй хунине, сĕт сутнине ĕнентерекен хутсем тăратмалла, вара пурте йĕркеллĕ пулать.

– “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе кредит илекенсем мĕнле çăмăллăхсемпе усă кураççĕ;

– Асăннă проектпа килĕшÿллĕн кредит илекенсене банка хывнă укçана федераллă тата республика бюджечĕсенчен субсидилеççĕ. Субсидине кашни уйăхра вăхăтра тавăрса параççĕ. Халиччен 2-3 уйăх кая юлнă тĕслĕхсем пулман.

–Уйрăм хушма хуçалăхсемсĕр пуçне кооперативсемпе те ĕçлетĕр пулĕ;

– Тĕрĕсех. Акă “Звезда” хуçалăх ĕне-выльăх фермине реконструкцилеме 4,2 миллион тенкĕ, “Красное знамя” кооператив та çак тĕллевпех 9 миллион тенкĕ илчĕç. Кăçал “Южный” комплекса хута яма кредит уйăрнă. Çурхи, кĕрхи ĕçсене ирттерме те кивçен укçа илеççĕ. Пурĕ 500 милион тенкĕ ытла панă.

– Лидия Ефимовна, хăвăр тата мĕн хушса каланă пулăттăр ;

– Заемщиксене кредита вăхăтра тÿленĕшĕн, пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçле-нĕшĕн тав сăмахĕ калас килет. Документсем йĕр-келлĕ пулсан, май пур таран пурне те пулăшма тăрăшатпăр.

О.ПАВЛОВА калаçнă.

“АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçлас енĕпе Чăваш Ен Раççей Правительстви лартнă мĕн пур тĕрĕслев (тĕллевлĕ) кăтартăвĕсене пурнăçласа чи лайăх результатсене çĕнсе илнĕ сакăр регион – лидер шутне кĕрет. Икĕ çул хушинче аш-какай туса илесси 10 процент чухлĕ ÿснĕ (планпа –7,5 процент) , сĕт– 12 процента яхăн (планпа–4, 7 процент), килти хушма хуçалăхсенче тата фермер хуçалăхсенче туса илекен продукцине вырнаçтарнин калăпăшĕ 25 процент чухлĕ (план–7 поцент) ÿснĕ. Пирĕн ĕçчен хресченсем чăннипех маттур мар–и вара;!”

(Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.ФЕДОРОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика