16 июля 2008 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Нумаях пулмасть “Хастар” ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем хăйсен çулталăкри ĕç-хĕлне тишкерчĕç. Правлени председателĕ Н.Родионов ĕçсем пирки отчет туса панă.
Хуçалăх 2007 çула кăтартуллах вĕçлеймен. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 576 гектар çинче çитĕнтернĕ, 9469 центнер пухса кĕртнĕ, вĕсен вăтам тухăçĕ 16,4 центнерпа танлашнă. 2006 çулхинчен 5,4 центнер сахалтарах. Çĕр улми тухăçĕ те икĕ хут чакнă. 2006 çулта кашни гектартан 201 центнер тухăç илнĕ пулсан, пĕлтĕр – 101 центнер çеç. Пахча çимĕç те савăнтарайман.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе кăтартусем аванрах. Сĕт тата аш-какай туса илесси ÿснĕ. Çав вăхăтрах усă куракан çĕрсен кашни 100 гектарĕ пуçне аш-какай туса илесси 2006 çулхинчен 5,4 центнер чакнă. Мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра ĕнесен, сыснасен, лашасен шутне сахаллатнă.
Ыйтусене сÿтсе явнă вăхăтра хуçалăх специалисчĕсем, правлени членĕсем ял хуçалăх продукчĕсене туса илес ĕçре интенсивлă технологие ĕçе кĕртессине, “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе çăмăллатнă кредит илсе фермăсене çĕнетсе модернизацилессине те пăхса тухнă.
Тухса калаçакансене выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те хумхантарнă. Кĕтĕве çĕнетес, сăвăма ÿстерес тĕллевпе ăратлă пĕтĕ пушмаксем туянма сĕннĕ. Продукци ытларах илесси апат пахалăхĕнчен те нумай килет. Утă, улăм хатĕрленĕ чухне шăпах çакна асра тытмалли пирки пухура тепĕр хут асăрхаттарнă.
Тыр-пул тухăçне ÿстерес тесен минераллă, органикăллă удобренисемпе анлăрах усă курмалла, сортлă вăрлăх туса илессипе те çине тăрса ĕçлемелле.
Ĕç тухăçлăхĕ, продукци туса илессин ÿсĕмĕ энергие перекетлеме май паракан ăнăçлă техникăпа усă курнинчен те килет. Çакна шута илсе Турхансем дискатор туяннă, техника паркне май пур таран çĕнетсе пырасшăн.
Кооператив пухăвне район администрацийĕн АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕн çумĕ Г.Салмина, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ И.Данилов хутшăннă, сăмах каланă.
Хуçалăхра лару-тăру çăмăлах мар. Çапах тăрăшсан, вăй хурсан йывăрлăхсене çĕнтерсе ÿсĕм тума пулать.
В.АРДЮКОВА.