Ача чухнехи аса килет. Пĕррехинче кÿршĕ хĕрарăмĕ пире, шĕвĕрккесене, ăс вĕрентсе çапла каларĕ:
– Ăраскал тени вăл, ачамсем, пурин те хăй çумĕнче, кашнин телейĕ – ал тупанĕнче.
“Нива” ресторанти Раиса Николаевна Думилина аслă поварпа калаçнă чухне эпĕ çак сăмахсен чăнлăхне тата лайăхрах туйса илтĕм.
– Икĕ алла пĕр ĕç. Ĕçрен ан хăрăр, вăл хăй сиртен хăратăр, тетчĕ пирĕн анне, – каласа парать хăй пурнăçĕ çинчен Раиса Николаевна.
Ăслă, маттур хĕрарăм унăн амăшĕ Евген инке, хут çинчи пек каласан, Ева Александровна, хĕрĕсемпе ывăлĕсене мĕн пĕчĕкренех кирек мĕнле ĕçе те юратса тума, ĕçре савăнăç, телей тупма вĕрентсе ÿстернĕ.
Ĕмĕр сакки сарлака. Пурнăç тени вăл ырăпа кăна иртмест, час-часах пăрăнăç та пулать, анчах ĕçе юратакансем кирек мĕнле йывăрлăха та, усал-тĕселе те çĕнтерме пултараççĕ.
Рая та чăтăмлă, ĕçчен, вашават пулма ачаранах хăнăхса ÿсрĕ. Ашшĕнченех куçрĕ-тĕр çакă. Николай Тимофеевич, вĕри те лара-тăра пĕлменскер, кăвак çутă килсенех картишĕнче кăштăртататчĕ. Выльăх-чĕрлĕхĕ йышлăччĕ вĕсен. Микуль тете çынсем çывăрса тăриччен Çăкал çырмипе Пăла хĕррине ĕне-вăкăр вĕренлеме васкатчĕ. Хĕрĕ-ывăлĕ те çывăрса выртман. Çавăнпах-тăр кашниех çăкăр хакне пĕчĕкренех чухласа ÿсрĕ. Рая ача чухнех амăшĕпе пĕрле апат-çимĕç хатĕрлеме ухатаччĕ. Капăртмисем кăп-кăпăшка, кукăлĕсем хăпарса пиçетчĕç. Хĕр ачан яшкине те мухта-мухта çиетчĕç. Çакăншăн Рая шутсăр хĕпĕртетчĕ. Тен, повар пулас ĕмĕчĕ те шăпах çавăн чухне çуралнă пуль.
Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Çĕнĕ Ахпÿрт хĕрĕ Йошкар-Олари кулинари училищине çул тытнă. Пулас профессие алла илес тесе мĕн пур вăйне хунă вăл. Тăрăшса, интересленсе вĕреннĕ. Диплом илнĕ хыççăн тÿрех тăван вырăна, çуралнă кĕтесе килме май пулман, икĕ çул хулари механика заводĕнче ĕçлеме тивнĕ. Кайран Шупашкарти 19-мĕш професси училищине вырнаçнă. Ăсталăха ÿстерме питĕ меллĕ пулнă кунта. Куллен пиншер ачана апатлантарнă, поварсен, кондитерсен хушшинче тĕрлĕрен конкурс ирттернĕ. Çĕнтерÿçĕ ята та тивĕç пулнă хĕр. Куншăн ăна Хисеп грамотипе пĕрлех кану çуртне канма кайма путевка панă.
1991 çулта Раиса тăван яла таврăннă, Патăрьелĕнчи “Березка” пельменнăйра ĕçлеме пуçланă. Мария Ламкаева – аслă повар, Рая – апат валеçекен. Çичĕ çултан “Нива” ресторана куçнă, Г.Пазюкова сменинче вăй хунă. Чăвашсемпе тутарсем килĕштерсе ĕçленĕ. Ку çулсенче кунта тăтăшах наци кухни кунĕсем, тĕрлĕрен выставка, конкурссем ирттернĕ. М.Ахмедеева аслă повар урăх вырăна ĕçлеме куçсан ун вырăнне Раиса Николаевнăна сĕннĕ. Пусахласах калаçтарнăран килĕшмех тивнĕ.
Çак ĕçре кăçал Раиса Николаевна виççĕмĕш çуркуннене кĕтсе илчĕ. Шанăçа тÿрре кăларчĕ. Унăн смени плана яланах ирттерсе пурнăçлать. Гельфия Земдиханова повар çумĕ, Гузель Ильясова апат валеçекен, Валентина Козлова кухньăра вăй хуракан, Алевтина Афанасьева, Лариса Мальцева официанткăсем, Оля Волкова сĕтелçи тирпейлекен – пĕр туслă çемье. Кашниех хастар, ĕçчен, апатланакансен кăмăлне тупма, ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
Вăхăт васкать. Раиса Николаевна Тăрăнти Леонид Петрович Думилинпа çемье чăмăртанăранпа та 16 çул çитрĕ. Вĕсен ывăлпа хĕр çитĕнет. Димăпа Юля Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренеççĕ.
Р.Думилинăн ĕç стажĕ те, ăсталăхĕ те ÿссех пырать, кĕçех обществăлла апатлану системинче вăй хума пуçлани чĕрĕк ĕмĕр çитет.
В.МАЛЬЦЕВА.