22 июля 2008 г.
...Ача чухнех амăшĕпе пĕрле пахча çимĕç акма, шăварма, кăпкалатма çÿретчĕ Надя. Пахчаçă-агрономра ĕçленĕ май, амăшĕн ĕçĕ питĕ нумайччĕ. Ачисем те мĕн пĕчĕкрен ÿсен-тăрансем патне туртăнни савăнтаратчĕ. Надя биологи учителĕн пĕрремĕш пулăшаканĕччĕ те. Миçе тĕрлĕ чечек, ял хуçалăх культури, пахча çимĕç çитĕнетчĕ участокра. Первомайски шкулĕн сăнав участокĕ районта чи лайăххисенчен пĕриччĕ. Амăшĕ çут çанталăка, ÿсен-тăрансене юратса пăхни те, çамрăк натуралистсен кружокне çÿрени те, вĕрентекен биологи предметне тĕлĕнмелле лайăх тишкерме вĕрентни те Надьăна чуна çывăх профессие суйласа илме пулăшнă паллах...
1979 çулта Надежда Софроновна Чăваш патшалăх педагогика институтне ăнăçлă вĕренсе тухса, алла диплом илсе, Çĕньялти сакăр çул вĕренмелли шкула вырнаçрĕ. Кунти коллектив ăшă кăмăлпа йышăнчĕ хĕре. Хăйĕн ĕмĕ-чĕсене малалла тăсма институтра пĕлÿ илни пулăшса пычĕ ăна. Вăл çине тăнипе теплица çĕкленчĕ. Йăрансем хушшинче арбуз, дыня, баклажан, тĕрлĕ сортлă пăрăç, кишĕр, хăяр ÿсме пуçларĕç. Чечексем çеç 40-50 тĕрлĕ. Уроксене пысăк ăсталăхпа ирттеретчĕ çамрăк. Тăрăшни сая каймарĕ: сăнав участокĕ малти вырăнсене çĕнсе илме пуçларĕ. Тунă ĕçсемпе çеç лăпланса лармарĕ Надежда Софроновна, ялти обществăлла пурнăç та кăсăклантарчĕ, ытти педагогсемпе пĕрле тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕ, ачасен ашшĕ-амăшĕпе çыхăнса ĕçлерĕ.
Надежда Софроновна– спортсменка. 1982 çулта Мари тата республикăри краевед учительсен турслетне хутшăнма тивĕç пулать. 1983 çулта “Районти чи лайăх учительница” ята çĕнсе илет тата Хисеп хăмине кĕме тивĕçет. Хăйĕн ĕçне пысăка хурса хаклани коллектив умĕнчи тивĕçне татах та ÿстерчĕ. Ял-йыш та унăн ĕçĕсене хисепе хучĕ. Ăна умлă хыçлах икĕ созыв район Совечĕн депутатне суйларĕç.1986 çулта “Ĕçре палăрнăшăн” медаль парса чыс турĕç. Темиçе хутчен те шкул тата вĕрентÿ пайĕн, республикăри çамрăк натуралистсен станцийĕн Хисеп кĕнекине кĕме тивĕçрĕ. Вĕрентÿ министерстви диплом парса чысларĕ.
Район тата республика шайĕнче наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнаççĕ вĕренекенĕсем. Тĕрлĕрен темăпа тишкерÿ ĕçĕсем пурнăçлаççĕ.
Надежда Софроновна Çĕньялти вăтам шкулта ĕçлеме пуçланăранпа вăтăр çул çитет.
Ывăлпа хĕр пăхса ÿстереççĕ вĕсем мăшăрĕпе. Ачисене мĕн пĕчĕкрен çут çанталăка, пурнăçа юратма хăнăхтараççĕ.
Надежда Софроновнăпа Алексей Васильевича коллективра та хисеплеççĕ. Мăшăрĕ Ульяновскри пединститутран вĕренсе тухнăранпах тăван ялта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Час-часах ачасемпе экскурсисене тухса çÿреме те ÿркенмест. Вĕренекенсемпе Хусана, Волгограда, Болдинăна, Чулхулана, Ульяновска, Çеçпĕл çуралнă вырăнсене, Шуршăла, Шупашкара, Çĕнĕ Шупашкар ГЭСне çитсе курнă. Волгоградра вара Мамаев курган, планетари, музей тата ыттисене курса савăннă вĕренекенсем.
...Шăкăл–шăкăл пурăнаççĕ Квасовсем. Ачисем те ашшĕ–амăшĕ пекех тăрăшуллă. Вăтам шкул хыççăн аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕчĕç.
Г.ШАКИНА.