23 июля 2008 г.
Атте-анне ирттернĕ ташă каçĕсем паянхи уяв каçĕнчен самаях уйрăлса тăраççĕ. Чăн та, хальхи çамрăксем ташлакан кĕввисем те, хусканăвĕсем те, вĕсен çинчи çи-пуçĕ те ирĕклĕрех. Кĕске юбка е çăт тытакан джинс шăлавар, хăлхана янратса çуракан музыка, эрешмен пек унталла-кунталла хăлаçланакан хусканусем.
Вăхăт ылмашăнать пулин те çак сĕнÿсем нихăçан та кивелмĕç. Хĕрсемпе каччăсем, ташă каçĕнче хăвăра еплерех тытмалли пирки сире валли пĕр-икĕ сĕнÿ.
ХĔРСЕМ!
Енчен те ташăçă сире килĕшмерĕ пулсан, ун патне кăмăлсăр пулнине ан палăртăр.
Ÿсĕр е пачах тытма пĕлмен каччăпа ташлама ан тухăр.
Çитес ташша урăххипе ташлама сăмах патăр пулсан, тепринпе тухни илемсĕр курăнĕ.
Ташă каçĕнче хĕрпе хĕр ташлани вырăнлă мар. Ку вăл сире никам та ташлама чĕнменнине пĕлтерет.
КАЧЧĂСЕМ!
Пĕрремĕш ташша хăвăр хĕрне парнелĕр.
Пачах палламан хĕре пăр сăмахпа “Ташлар-и;” тени кăмăла çĕклемĕ.
Енчен те юлташăр сирĕн хĕрпе ташлать пулсан, эсир те унăнне сĕтел хушшинче пĕччен киченленме ан парăр.
Эсир кăмăллакан хĕр ташша тухмарĕ пулсан, çумри пикене чĕнме тăхтăр. Çак утăма вăл – кампа ташласси сире пурпĕрех тесе йышăнма пултарĕ.
Ташă вĕçленсессĕн хĕре зал варрине пăрахса хăварни те вырăнлах пулмĕ, ăна хăйĕн тус-тантăшĕ патне илсе çитерĕр. Хĕрпе ташланă чухне куç ÿкерми ун çине сăнаса пăхни пикене иментерсе яма пултарĕ.
О.ЛАЗАРЕВА,
ЧПУ студентки.